Понедельник, 24 июня

Вӗренекенсем конференцире палӑрнӑ

2023 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗнче «Ростовский» заповедникӑн музейӗнче шкул ачисен «Чӗрӗ ҫутҫанталӑк — чӗрӗ хутшӑну» регионсем хушшинчи IX ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Унӑн ӗҫне Чӑваш Республикинчи, Дон ҫинчи Ростоври, Новошахтинскри, Волгодонскри, Каменск-Шахтинскри, ҫавӑн пекех Ростов облаҫӗнчи виҫӗ районти ачасем хутшӑннӑ.

Пирӗн шкултан унта Иван Родионов (11-мӗш «а» класс, ертӳҫи П.В.Родионов), 2-мӗш «б» класра вӗренекен  Юлия Боровкова (ертӳҫи — Т.Г.Лапшина), 3-мӗш «а» класра пӗлӳ пухакан Ольга Порфирьева (ертӳҫи — С.Г.Орлова) тата 4-мӗш «б» класри Глеб Тихонов (ертӳҫи — Е.А.Пушкарева) «Таса тавралӑх» номинацире хутшӑннӑ. Иван I вырӑн йышӑннӑ. Юлия, Ольга тата Глеб хӑйсен ӳсӗмӗсенче II вырӑна тухнӑ.

Октябрӗн 18-мӗшӗнче шкулта ҫӗнтерӳҫӗпе  призерсене, вӗсен вӗрентекенӗсене чысларӗҫ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ И.А.Соловьева пурне те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем сунчӗ.

Петр РОДИОНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *