Суббота, 27 апреля

Этнобиблиотека ӗҫлеме пикенчӗ

Этнобиблиотека ӗҫлеме пикенчӗ

Октябрӗн 19-мӗшӗнче Комсомольски ялӗнче тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн тӗп библиотека хӑйӗн алӑкӗсене вулакансемшӗн, округра пурӑнакансемшӗн яри уҫрӗ.

 Вӑхӑт ыйтнипе унӑн статусӗ те улшӑнчӗ, вӑл халь «этнобиблиотека» ятлӑ пулса тӑчӗ. Ҫак хаваслӑ саманта округ ҫыннисемпе пӗрле пайлама сумлӑ хӑнасем — Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Светлана Каликова, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен  союзӗн председателӗ Наталья Николаева, наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова — килсе ҫитрӗҫ. Вӗсене чӑваш, вырӑс, тутар наци тумӗсене тӑхӑннӑ яшсемпе хӗрсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Тӗп хуларан килнӗ хӑнасем, ҫавӑн пекех Комсомольски округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Наталия Комиссарова, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Инна Ядрова директор моделлӗ библиотека уҫӑлнӑ ятпа пурне те ӑшшӑн саламларӗҫ, вӑл ҫынсемшӗн юратнӑ вырӑн пулса тӑрасса шаннине палӑртрӗҫ. Министр пушӑ алӑпа килмен, вӑл библиотекӑна Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине сӑнлакан альбом, пӗчӗккисем валли иллюстрациленӗ кӗнекесем парнелерӗ.

Чӑнах та, вулавӑш, малтанхипе танлаштарсан, тултан та, шалтан та палламалла мар улшӑннӑ. Пӗтӗм ӗҫе пурнӑҫлама «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн федераци бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 

Кунти лаптӑка тӗрлӗ зонӑсем ҫине пайланӑ. Хӑнасене ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ май библиотека директорӗ Инна Ядрова кашни лаптӑкӑн пӗлтерӗшӗ, вӗсен функцийӗсем пирки каласа пачӗ. Кӗнӗ ҫӗрти сенсорлӑ терминал библиотека паракан пулӑшусем, унӑн ресурсӗ ҫинчен, пулас мероприятисем пирки пӗлтерсе тӑрӗ. «Радуга культур» пӗчӗк галерейӑра вырӑнти ӳнерҫӗсен хӑйсен ӗҫӗсен куравне йӗркелеме май пулӗ. Тӗп вырӑна «Параллели: песни мудрости народов Поволжья» тематика выставки йышӑнать. Ҫавӑн пекех кунта ҫамрӑксем валли «ИСКра: изучай свой край» локаци, «Традиции живая нить» таврапӗлӳлӗх зони, «Пӗрле» (Единство) хутшӑну лаптӑкӗ, нумай функциллӗ зал-трансформер та пур. Кӗнеке ҫӳлӗкӗсене те хӑйне евӗрлӗ           вырнаҫтарса тухнӑ. Пӗтӗмпех ҫынсене усӑ курма меллӗ те хӑтлӑ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ.

Библиотекӑна уҫнӑ  кун ҫак лаптӑксенче пуринче те пурнӑҫ вӗресе тӑчӗ. Залра Украинӑри ҫар операцине хутшӑнакансен мӑшӑрӗсемпе Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ ҫавра сӗтел йӗркелерӗ. Таврапӗлӳлӗх кӗтесӗнче галстука чӑваш тӗррипе илемлетессипе, тутар наци сувенирӗсем тӑвассипе ӑсталӑх класӗсем ӗҫлерӗҫ. Ҫамрӑксем хӑйсене уйӑрнӑ кӗтесре компьютерпа ӗҫлеме, кӗвӗ-ҫемӗ итлеме пултарчӗҫ. Библиотека ӗҫченӗпе пӗрле вӗсем «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» программӑпа паллаштарчӗҫ.

Самана улшӑнса пынӑ май пӗтӗм сферӑра ҫӗнӗлӗхсем пулса иртеҫҫӗ. Пирӗн округри тӗп библиотека та паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен нумай енлӗ культура центрӗ пулса тӑни чӑннипех те савӑнтарать. Раҫҫей, Чӑваш Ен правительствисем ҫынсен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма май паракан программӑсем йышӑнни чӑннипех те аван.

Пурне те этнобиблиотекӑна ҫитсе курма, вулавӑш паракан ҫӑмӑллӑхсемпе, пулӑшусемпе усӑ курма сӗнес килет. 

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *