Воскресенье, 19 мая

Пӗр-пӗрне ӑнланни хӑват парать, пурӑнма хавхалантарать

— Паянхи кун та Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсенче вӗреннисем урамра курсан сывлӑх сунса кӑмӑллӑн калаҫаҫҫӗ, пурнӑҫ ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. ,ҫлеме пӑрахнӑранпа чылай вӑхӑт иртнӗ пулсан та манса кайманни чун-чӗрене ӑшӑтать, — тет Комсомольскинче пурӑнакан Девора Гавриловна Спиридонова.

Ячӗ пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансемшӗн сайра тӗл пулаканни пулнӑ май ӑна пурте хисеплесе «Дина Гавриловна» тесе чӗннӗ. Педагог пулса ачасене вӗрентмен вӑл, вӗсем сывлӑхлӑ ӳсчӗр тесе тимленӗ. 1981 ҫултан пуҫласа 2013 ҫулччен асӑннӑ шкулсем ҫумӗнчи медсестрара тӑрӑшнӑ. Малтанхи ҫулсенче унӑн пӗр шкулти вӗренекенсен сывлӑхне ҫеҫ тӗрӗслесе тӑмалла пулнӑ пулсан, район центрӗнче 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкул уҫӑлсан унти ачасем те ун яваплӑхӗ ҫине куҫнӑ. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче шкулсенче вӗренекенсем йышлӑ пулнӑ. Вӗсене медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларас енӗпе тӑрӑшнӑ. Ачасем чирлесен, пӗчӗк суран илсен унран пулӑшу ыйтнӑ. Сывлӑхшӑн тӑрӑшасси ӑнлав ачасене сиплемелле тенипе анчах ҫыхӑнман, вӑл е ку чир сиксе ан тухтӑр, ан ҫулӑхтӑр тесен унран вӑхӑтра асӑрханмаллине те пӗлтерет. Ҫак чӑнлӑха тӗпе хурса Девора Гавриловна классенче тӑтӑшах профилактика калаҫӑвӗсем ирттернӗ. Вӗсенче ерекен чирсенчен епле сыхланмалли, сиенлӗ йӑласенчен асӑрханмалли пирки ӑнлантарса панӑ. Вӑл е ку чиртен сыхланма профилактика уколӗсем тӑвасси те ун ӗҫех пулнӑ. Шкулта район, республика шайӗнчи ӑмӑртусем пынӑ вӑхӑтра  вӗсем вӗҫленичченех  дежурствӑра тӑнӑ.

Д.Спиридонован ачалӑхӗ Елчӗк районӗнчи Тӗмер ялӗнче иртнӗ. Ҫемьере 10 ача пулнӑ. Девора — чи асли. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах унӑн шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсене те пӑхма тивнӗ. Апла пулсан та хӗр ача шкулта аван паллӑсемпе ҫеҫ ӗлкӗрсе пынӑ. Ачаранах  сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫак тӗллевпе вӑл ялти 8 ҫул вӗренмелли  шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Тутар республикинчи Пӑвари медицина училищине ҫул тытнӑ. Ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлесен ҫамрӑка Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнчи фельдшерпа акушер  пунктне  яраҫҫӗ. Пысӑк хавхаланупа ӗҫе пуҫӑнать хӗр. Кунти «Путь Ленина» колхозра вӑл вӑхӑтра тӗп агрономра пирӗн район каччи Емельян Васильевич Спиридонов ӗҫленӗ. Вӑл пултаруллӑ медицина сестрине тӳрех асӑрхать. Хӗрӗ те, хӑйӗнчен ҫулпа аслӑрах пулсан та, каччӑ кӑмӑлне каять. Пӗр-пӗрне юратакан икӗ ҫамрӑк 1970 ҫулта кӗркунне туй туса  мӑшӑрланаҫҫӗ.

Комсомольскине килсен вӗсем район центрӗнче пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Емельян Васильевич «Комсомольский» совхозӑн мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртакан комплексӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Девора Гавриловна районти тӗп больницӑна ача-пӑча уйрӑмне ӗҫе вырнаҫать. Тӗп врач ӑна Комсомольски вӑтам шкулне медсестра пулса ӗҫлеме кайма сӗнет. Д.Спиридонова хаваспах килӗшет. Унта тӑрӑшса сисӗнмесӗрех 32 ҫул иртсе каять. Ку вӑхӑтра вӑл мӗн чухлӗ ачана кирлӗ сӗнӳпе, канашсемпе пулӑшман-ши; Паянхи кун та хӑшӗ-пӗри ӑна тӗл пулсан тав тӑвать.

— Эпир мӑшӑрпа 53 ҫул килӗштерсе, алла-аллӑн пурӑнатпӑр. Тӑватӑ ача ҫуратса ӳстертӗмӗр, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑлартӑмӑр. Емельян Васильевич вӗсемшӗн юратнӑ атте, маншӑн кӑмӑллӑ мӑшӑр пулчӗ. ,ҫкӗпе иртӗхмен вӑл, табак туртман, яланах ачасемпе пӗрле пулма тӑрӑшатчӗ. Тӑватӑ мӑнук, мӑнукӑн пӗр ачи савӑнтараҫҫӗ пире. Емельян Васильевич юлашки вӑхӑтра чирлекелесе тӑнипе яланах ун ҫумӗнче пулма тӑрӑшатӑп, — терӗ Девора Гавриловна, унран телейлӗ-и эсир тесе ыйтсан.

Спиридоновсен ачисем шкулта та тӑрӑшса вӗреннӗ, спортпа туслӑ пулнӑ. «Ашшӗ вӗсене мӗн пӗчӗкренех шашкӑлла, шахматла выляма вӗрентнӗ», — сӑмахне малалла тӑсать хӗрарӑм. Кӗҫӗн ывӑлӗ Сергей паянхи кун та шахматран уйрӑлмасть. Вӑл, шкулта вӗреннӗ чухнех район, республика, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене тухнӑскер, халӗ Шупашкарта ачасене ҫак вӑййӑн вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме пулӑшать.

Паянхи кун Девора Гавриловнӑпа Емельян Васильевич килӗнче иккӗшех пурӑнаҫҫӗ. «,ҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗскерсем, хӑйсен пурнӑҫне усӑллӑ та паха ӗҫсемпе ирттернӗ тесе шутлаҫҫӗ, пурнӑҫ илемӗпе савӑнаҫҫӗ. «Пӗр-пӗрне ӑнланни, килӗштерни, пулӑшса пыни пире пурӑнма хӑват парать», — теҫҫӗ вӗсем.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *