Воскресенье, 19 мая

Ҫуран утас енӗпе тупӑшнӑ

Ҫуран утас енӗпе тупӑшнӑ

Округра спортӑн тӗрлӗ енӗпе ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Иртнӗ эрнере вара «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн ӗҫченӗсемпе РФ Социаллӑ фончӗн округри клиент служби ватӑсем хушшинче скандинави мелӗпе утас енӗпе (скандинавская ходьба) тупӑшу йӗркеленӗ. Вӑл Комсомольскинчи вӑрман уҫланкинче пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва кайнисем ӳсӗмӗсене кура темиҫе ушкӑнта вӑй виҫнӗ. Ҫамрӑк чухнехи вӑй-хӑвата кӑтартма тӑрӑшса ватӑсем ҫулӗсене кура 1000, 2000, 3000 метрлӑ дистанцисене парӑнтарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов, РФ Социаллӑ фончӗн округри клиент службин начальникӗ Надежда Юманова саламланӑ, Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысланӑ.

Ҫак ӑмӑртӑва РФ социаллӑ фончӗн округри клиент служби ҫу- мӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗн ӗҫӗ-хӗлне ытларах ватӑсене явӑҫтарас, вӗсене хусканусем тума хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Унта Комсомольски территори уйрӑмӗнчи ялсемсӗр пуҫне Хырхӗрри, Шурут, Александровка территори уйрӑмӗсенчи ватӑсем те хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен территори уйрӑмӗсен начальникӗсене мероприятире пулма майсем туса панӑшӑн тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *