Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Ене савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ. Ҫемье институтне ҫирӗплетес тата ачасене воспитани парас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн республикӑри 2 ҫемье Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх наградине тивӗҫнӗ. Вӗсенчен пӗри — пирӗн округри Тукай ялӗнче пурӑнакан Матросовсем. Алина Ильиничнӑпа Алексей Николаевич Матросовсене В.В.Путин Президентӑн октябрӗн 3-мӗшӗнчи Указӗпе «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе наградӑланӑ.
Матросовсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 22 ҫул иртнӗ ӗнтӗ, килӗшӳллӗ мӑшӑр 5 ачана кун ҫути парнеленӗ. «Атте-анне те, хамӑр та пысӑк ҫемьесенче ӳссе ҫитӗннӗ те, ҫавӑнпа та нумай ача — пирӗншӗн чун савӑнӑҫӗ», — теҫҫӗ Алинӑпа Алексей.
Матросовсен ҫирӗп, туслӑ, пултаруллӑ ҫемйинче ҫичӗ ҫын — ашшӗпе амӑшӗ, тӑватӑ хӗрпе пӗр ывӑл. Ҫемье пуҫӗ, Алексей Николаевич, «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче слесарьте тӑрӑшать, мӑшӑрӗ, Алина Ильинична, нумай ҫул Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче поварта ӗҫленӗ.
Ачасене тивӗҫлӗ воспитани парасси тата пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшасси — ҫаксем ҫемьери тӗп ориентирсем. Ашшӗ-амӑшне кура, ачисем те ӗҫчен, мӗн пӗчӗкрен хӑйсен йӑх-несӗлӗн, тӑван енӗн историне хисеплеме вӗренсе ҫитӗнеҫҫӗ.
Алинӑпа Алексейӑн питӗ ӑслӑ, тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ ачасем. Ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене килӗшӳллӗ пӑхса ҫитӗнтерессишӗн пӗтӗм вӑйне хунипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ ӗнтӗ. Матросовсен аслӑ хӗрӗсем студентсем, Шупашкарта пӗлӳ пухаҫҫӗ. Аннӑпа Татьяна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш тата вырӑс филологийӗпе журналистика факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренеҫҫӗ. Пултаруллӑ хӗрсем университетри тӗпчев эрнисене тата ытти мероприятисене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Статьясем ҫырса Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче малти вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ. ЧПУн ҫамрӑк ученӑйӗсемпе специалисчӗсен наука ӗҫӗсен сборникӗнче пӗрре мар тӗпчев ӗҫӗсем пичетленнӗ.
Кунсӑр пуҫне, пурӑнан пурнӑҫра пӗлӳ кирлӗ пулӗ тесе, иккӗшӗ те хушма профессисем илеҫҫӗ. Таня ЧПУра юриспруденци енӗпе хушма пӗлӳ илнӗ. Аня каҫхине Шупашкарти медицина колледжӗнче 2-мӗш курсра вӗренет. Ҫуллахи каникулсенче маттур пике ҫулсерен «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлет, производство практикине кунтах тухать, вулакансене хӑйӗн хайлавӗ семпе паллаштарать. Таня вара вӗреннӗ вӑхӑтрах «Тӑван ен» наци телерадиокомпанийӗн редакторӗнче ӗҫлеме те вӑхӑт тупать, «Ир пулсан» кӑларӑма ертсе пырать, республика хыпарӗсен сюжечӗсене хатӗрлет. Лидия хӑйӗн пурнӑҫне ҫынсене сыватассине халалласшӑн, медицина колледжӗн 2-мӗш курсӗнче вӗренет. Кӗҫӗннисем вара, Николайпа Арина, шкулта пӗлӳ пухаҫҫӗ, тӗрлӗ кружоксемпе секцисене ҫӳреҫҫӗ, вӗсене хӑйсен пултарулӑхне шута илсе суйлаҫҫӗ.
Вӗренӳре пурте аван ӗлкӗр-се пыраҫҫӗ, обществӑлла ӗҫсенче те, спортра та питӗ хастар Матросовсен ачисем. Шкулта, округ шайӗнче иртекен пӗр мероприятирен те юлман, юлмаҫҫӗ вӗсем, яланах лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Ахальтен мар хӗрӗсем Таня, Лида Пӗтӗм Раҫҫейри «Орленок», Аня Анапӑри «В парке будущего» кану лагерӗсенче пулса курма тивӗҫнӗ. Таня — Раҫҫей правительствин (2 хутчен) тата ҫӗршыв Президенчӗн стипендиачӗ, «Раҫҫей чӑваш пики» конкурсӑн 2019 ҫулхи ҫӗнтерӳҫи.
Килти хуҫалӑхра та ашшӗ-амӑшне пулӑшма яланах хатӗр ачисем. Пӗр ӗҫрен те айккинче юлмаҫҫӗ вӗсем. Выльӑх-чӗрлӗх пӑхасси, ӗне сӑвасси, пӳрт-ҫурта тирпейлесси, апат пӗҫересси, пахчара ҫимӗҫсем лартасси, йӑрансене ҫумкурӑкран тасатасси хӑнӑхнӑ ӗҫ вӗсемшӗн. Ашшӗпе амӑшне ҫӑмӑлрах пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Халиччен аслисен вӗсемшӗн питне хӗретме тивмен.
Ҫуратса-юратса ҫитӗнтернӗ ачисемшӗн лӑпкӑ пулни, вӗсене шанни-ӗненни тата ывӑл-хӗрӗн ҫитӗнӗвӗсемпе мӑнаҫланни — ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗшӗн чи кирли. Матросовсен ҫемйине патшалӑх наградине тивӗҫнӗ ятпа чунтан саламлатпӑр.
Любовь ШУРЯШКИНА.