Пятница, 12 апреля

Асра юлакан кӑмӑллӑ тӗлпулу

Учитель… Ҫак професси патне кашни ҫын хӑй ҫулӗпе килет. Унта килсе кӗтӗн пулсан вара илӗртӳллӗ тӗнче ӗмӗрлӗхех  хӑйӗн  пурнӑҫӗпе ҫыхӑнтарать, юраттарать, пӗтӗм вӑй-хӑвачӗпе ҫавӑрса илет.

Нумаях пулмасть Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче ҫак шкулта ӗҫленӗ Н.В.Кузьминапа асра юлмалли кӑмӑллӑ тӗлпулу иртрӗ. Надежда Валерьяновна  учитель профессине мӗнле  суйласа илни ҫинчен каласа пачӗ. Вӗрентекен пулас ӗмӗте вӑл ачаранах чӗри ҫумӗнче ҫӳретнӗ.

Шкулта вӗреннӗ чухне Надежда сӑвӑсем ҫырма тата юрлама юратнӑ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне  историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ. Унтан ӑнӑҫлӑ  вӗренсе тухса алла диплом илнӗ хӗр тӑван шкулне чӑваш  чӗлхипе  литературине вӗрентме килнӗ.  Вӑтӑр ҫул ытла чӑвашсен ырӑ йӑла-йӗркине, ҫепӗҫ чӗлхине ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентнӗ вӑл.

Н.В.Кузьмина шкулта ӗҫленӗ вӑхӑтра  вӗрентӳ управленийӗн Хисеп хутне  темиҫе хутчен те илме тивӗҫ  пулнӑ. Ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн ӑна Чӑваш Республикин Вӗрентӳ, аслӑ  шкул тата наука министерствин Хисеп  грамотипе наградӑланӑ. «Раҫҫей Федерацийӗн халӑх вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑна илме те тивӗҫнӗ. Надежда Валерьяновнӑн  вӗренекенӗсем район тата республика шайӗнче иртекен конкурссенче малти вырӑнсене тухнӑ.  «Ҫеҫпӗл кӑвайчӗ» конкурсра ҫӗнтерсе унӑн вӗренекенӗсем «Артек» тата «Орленок» лагерьсене канма кайма путевкӑсем илме тивӗҫ пулнӑ.

Кашни  учитель  ачара хӑйӗн  идеалне  курасшӑн, ҫакна ӗмӗтленет те. Н.В.Кузьмина «Манӑн педагогика тавралӑхӗ» тапхӑра аса илсе шалти туйӑмне, ӑнтӑлӑвне уҫса пачӗ.  Надежда Валерьяновнӑн  мӗн пӗчӗкрен ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗ  пурнӑҫланнӑ. Вӑл пултаруллӑ, пуҫаруллӑ вӗрентекен пулнӑ.

Эс вӗрентнӗ ачасем

Ҫӗршыва кирлӗ ҫынсем.

Тӗнче кӗрлевӗнче ҫӗтмен,

Вӗрентекен ятне яман.

Чӑнах та, шкул ачисемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн те асра юлмалли кӑмӑллӑ тӗлпулу пулчӗ.

С.Абукина,

И.Смирнова, 

Г.Гисматуллина,          

 Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *