Субботниксем ирттернӗ

Субботниксем ирттернӗ

Иртнӗ эрнере пирӗн муниципаллӑ округра субботниксем иртнӗ. Предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче тӑрӑшакансем ҫак кун хӑйсем ӗҫлекен территори  тавра тирпей-илем кӗртес енӗпе вӑй хунӑ. Типӗ ҫулҫӑсене, хӑрнӑ йывӑҫ тураттисене, ытти ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ.

Муниципаллӑ округ администрацийӗнче ӗҫлекенсем «Чистые берега — чистая вода» экологи акцине хутшӑнса Кӗтне юханшывӗн ҫыранӗсене пластик савӑт-сапаран, полиэтилен пакетсенчен тата йӑлари ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Ҫакӑ ҫитес ҫул Чӑваш Республикинче Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ  курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май тунӑ пӗлтерӗшлӗ утӑм.

Территори уйрӑмӗсенчи ялсенче те ушкӑнпа пуҫтарӑнса ялсене тирпейлӗхпе илемлӗх сӑнӗ кӗртес енӗпе ӗҫленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *