Понедельник, 29 апреля

Ӑмӑрту спорт тата хаҫат  тусӗсене пуҫтарчӗ

Ӑмӑрту спорт тата хаҫат  тусӗсене пуҫтарчӗ

Иртнӗ шӑматкун, октябрӗн 7-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт   комплексӗн стадионӗнче ҫуллахи спорт сезонне хупнӑ ятпа «Каҫал ен» хаҫат призне ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе эстафетӑлла ӑмӑрту пулса иртрӗ. Вӑл округра пурӑнакан спорт тусӗсене йышлӑн пуҫтарчӗ. Спортсменсене финишра ӑнӑҫу суннӑн вӑл кун ҫанталӑкӗ те сулхӑнрах пулсан та, уяр тӑчӗ.

Ӑмӑртӑва килнисене  муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ӗҫне вӑхӑтлӑх тӑвакан Т.В.Мамуткина, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков тата ыттисем те саламларӗҫ, тупӑшусенче ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Малтанах ҫемье командисем старта тӑчӗҫ. Вӗсем кӑҫалхи ӑмӑртура йышлӑн пулнине палӑртма кӑмӑллӑ. Ашшӗпе амӑшӗнчен тата 8 ҫулчченхи ачаран тӑракан вунӑ команда эстафета йӗрӗ ҫине тухрӗ. Чи пултарулли Можаевсен туслӑ команди пулчӗ. Романовсем финиша иккӗмӗш ҫитрӗҫ. Шакуровсен ҫемйи виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ытти ҫемьесенчи ашшӗ-амӑшне те хӑйсен ырӑ тӗслӗхӗпе  ачасене спортпа туслашма хавхалантарнӑшӑн тав сӑмахӗ каламалла.

Округри вӑтам  тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсем пурте ӑмӑртӑва хутшӑнчӗҫ. Вӑтам шкулсенче 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче эстафетӑри финиш хӑйӑвне чи малтан Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем татрӗҫ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкул команди виҫҫӗмӗш пулчӗ.

Вӑтам шкулсенчи  7—9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсемех ҫӗнсе илчӗҫ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн команди  иккӗмӗш вырӑна тухрӗ. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн команди финиша виҫҫӗмӗш вӗҫлерӗ.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсен командисем хушшинче Чӗчкенсем чи маттуррисем пулчӗҫ. Вӑл ушкӑнра ӑмӑртнӑ Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел тата Хирти Явӑш шкулӗсен командисем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсем ҫӗнсе илчӗҫ.

Предприяти, организаци, учрежденисем хушшинчи тупӑшӑва тӗпрен илсен шкулсенче ӗҫлекенсен командисем старта тӑчӗҫ. Кунта пӗрремӗш вырӑна Тукай Мишер вӑтам шкулӗн команди тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн команди. Спорт ветеранӗсен команди финиша виҫҫӗмӗш ҫитрӗ.

Ӑмӑртусенче малти вырӑн йышӑннӑ командӑсене Хисеп грамотисемпе призсемпе чысларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ командӑсене вара «Каҫал ен» хаҫата 2024 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта илсе тӑма ҫырӑнса пачӗҫ.

Кӗҫех сивӗ ҫанталӑксем ҫитӗҫ, тавралӑх шурӑ юрпа витӗнӗ. Унччен округра ҫуллахи спорт тӗсӗсемпе ҫыхӑннӑ тупӑшусем татах та пулӗҫ-ха. Вӗсене те спорта юратакансем хастар хутшӑнасса, лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарасса шансах тӑратпӑр.

Валерий Денисов,

ӑмӑрту судйи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *