Вторник, 23 апреля

Ачасене вулама, ҫырма вӗрентнӗ, ырӑ ҫул пилленӗ

Ачасене вулама, ҫырма вӗрентнӗ, ырӑ ҫул пилленӗ

«Хисеп палли» ордена  Комсомольски вӑтам шкулӗнче тӑрӑшнӑ Борис Григоьевич Кокорев, Федор Николаевич Коновалов, Юлия Антиповна Коновалова, Евгения Петровна Махминова, Анастасия Степановна Чурина, районти халӑха вӗрентес ӗҫ пайӗн заведующийӗ Георгий Афанасьевич Кривошеев, инспекторӗ Гаврил Никифорович Павлов, Хырай Ӗнелӗнчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкул вӗрентекенӗ Елена Семеновна Семенова, Хирти Сӗнтӗр  сакӑр ҫул вӗренмелли шкулӗн директорӗн ҫумӗ Александр Петрович Шатилов тивӗҫнӗ.

А.М.Бударина (Хырхӗрри), В.С.Воронков (Комсомольски), Ф.И.Дьяконова (Хырай Ӗнел), К.И.Краснопевцева (Комсомольски), Г.А.Кривошеев (халӑха вӗрентес ӗҫ пайӗ), Е.Я.Кутаркина (Комсомольски), А.М.Матвеева (Аслӑ Ҫӗрпӳел), П.С.Матвеева (Комсомольски), Т.Г.Миронова (Хырай Ӗнел), Н.С.Муратов (Тури Тимӗрчкасси), Р.И.Мурзаева (Тӑманлӑ Выҫли), П.И.Павлова (Тӑманлӑ Выҫли), А.З.Петрова (Анат Тимӗрчкасси), О.П.Порфирьева (Анат Тимӗрчкасси), А.М.Пушкина (Аслӑ Чурачӑк), А.М.Тимофеева (Ҫӗнӗ Мӑрат), А.Н.Чернова (Тури Тимӗрчкасси), С.С.Чурин (Комсомольски), О.В.Шипатова (Аслӑ Чурачӑк) «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медаль илме тивӗҫ пулнӑ.

«Ӗҫре палӑрнӑшӑн» медальпе Комсомольски вӑтам шкулӗнчи В.Е.Антоновӑна, Н.С.Браницынӑна, В.С.Воронкова, П.С.Матвеевӑна, А.П.Павловӑна, А.Д.Северовӑна, Т.Е.Счетчиковӑна, Анат Тимӗрчкасси шкулӗнчи П.Г.Артомонова, Хырхӗрри шкулӗнчи И.П.Бажаева, Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнчи Л.Т.Ванюшкинӑна, Н.Е.Егоровӑна, В.Т.Махминова, Т.И.Сейфуллинӑна, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнчи  А.Ф.Викторовӑна,  А.К.Кузнецовӑна, В.Ф.Морозовӑна, А.А.Семеновӑна, В.С.Смирнова, Чӗчкен шкулӗнчи Ф.В.Волкова, Александровка шкулӗнчи  А.А.Герасимова,  Хирти Сӗнтӗр шкулӗнчи  И.Я.Зайцева, Д.С. Черновӑна, Хирти Явӑш шкулӗнчи  К.Н.Кудрявцевӑна, Шурут шкулӗнчи  Д.И.Максимовӑна, Тӑманлӑ Выҫли шкулӗнчи  Н.И.Милаевӑна, А.В.Михайловӑна, Асанкасси шкулӗнчи М.П.Петровӑна, Н.С.Ронина, Аслӑ Чурачӑк шкулӗнчи Е.Я.Поргуновӑна,  Хырай Ӗнел шкулӗнчи А.О.Филипповӑна парса чысланӑ. Паллах, тӗрлӗ ытти медальсемпе паллӑсене тивӗҫнисем татах та нумай. Вӗсене каласа та, ҫырса та пӗтереймӗн. Педагогсем ачасене вӗрентес тата тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫре ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн ҫав хисепе тивӗҫнӗ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 1960—80 ҫулӗсенче ялти шкулсенче вӗренекенсен йышӗ пысӑк пулнӑ. Пӗр класра 25—30 ачаран кая пулман. Учительсем вӗсене кашнине тарӑн пӗлӳ пама тӑрӑшнӑ. Вӑтам шкул пӗтерекенсем хушшинче аслӑ шкулсене кӗрекенсем те сахал мар пулнӑ. Вӗсем унта пӗлӳ шайӗпе хула ачисенчен юлмасӑр вӗренсе пыни ялти учительсен хастар ӗҫне туллин ҫирӗплетсе парать. Пирӗн тӑрӑхри шкулсенче ӑс пухнӑ, вулама ҫырма вӗреннӗ ачасемех ӳссен наукӑсен докторӗсем, пысӑк предприятисен ертӳҫисем пулса тӑнӑ. Апла пулсан вӗрентекенсем хӑйсем суйласа илнӗ ӗҫе юратса, тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынӑ.

Пирӗн районта ӗҫленӗ вӗрентекенсем хушшинче орден-медальсемсӗр пуҫне хисеплӗ ятсем илнисем те сахал мар. «РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнисем:

Константин Васильевич Волков

Ун биографийӗпе маларах паллаштарнӑччӗ. Ҫак хисеплӗ ята ӑна 1945  ҫулта панӑ. Маларах вӑл «Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ» (1944 ҫ.), «ЧАССР тава тивӗҫлӗ учителӗ» (1944 ҫ.) хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ пулнӑ.

Виктор Степанович  Воронков

Вӑл 1916 ҫулта Хирти Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Патӑрьелӗнчи педучилище, Горькири педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. Малтан вунӑ ҫула яхӑн Елчӗк районӗсенчи шкулсенче ӗҫленӗ. 1945 ҫултанпа тӑван районта тӑрӑшнӑ. Комсомольски вӑтам шкул директорӗнче, директорӑн вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче, районти халӑха вӗрентес ӗҫ пайӗн заведующийӗнче, инспекторӗнче, методистӗнче вӑй хунӑ. Таврапӗлӳҫӗ, лектор, обществӑлла корреспондент пулнӑ. 1960 ҫулта ӑна «Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ», 1964 ҫулта «РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ятсем панӑ.

Иван Евгеньевич Евгеньев

1914 ҫулта Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри Герцен ячӗллӗ педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ. Мускав, Воронеж тата ытти фронтсенче тӑшмана хирӗҫ паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн ӑна икӗ хутчен Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗн II степенӗпе наградӑланӑ. 1931—1974 ҫулсенче Кивӗ Сӗнтӗр, Хирти Сӗнтӗр, Ҫӗнӗ Кипеҫ шкулӗсенче учительте, директорта тӑрӑшнӑ. «РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ята  1964 ҫулта панӑ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *