Вӗрентекен ӗҫӗ хисеплӗ, пархатарлӑ, яваплӑ…

Вӗрентекен ӗҫӗ хисеплӗ, пархатарлӑ, яваплӑ…

Вӗрентекен кунӗ умӗн, октябрӗн 4-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти пулса иртрӗ.

Фойене кӗрсенех округри шкулсенче вӗренекен ачасен ӗҫӗсемпе,    ӳкерчӗкӗсемпе паллашма май пулчӗ. Ҫавӑнӑҫлӑ кӗвӗ-ҫемӗ илемлӗн янӑрани пурин кӑмӑлне те уяв сӗмӗ кӗртрӗ. Вӑтам тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсен вӗрентекенӗсем, шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсен воспитателӗсем, ачасен искусствӑсен шкулӗн, хушма пӗлӳ паракан центрӑн преподавателӗсем уява чылайӑн пуҫтарӑннӑ.

Комсомольскинчи «Рябинушка», «Радуга», «Колосок», Урмаелӗнчи «Лейсан» ача сачӗсене ҫӳрекенсем уяв мероприятине уҫни те ӑнсӑртран мар. Кӑҫал Педагог тата наставник ҫулталӑкӗпе пӗрлех Телейлӗ ачалӑх ҫулӗ те. Пӗчӗк ачасен пултарулӑхне пуҫтарӑннисем хапӑлласах пӑхрӗҫ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин пурне те Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламларӗ. Педагогсен ӗҫӗ хисеплӗ, пархатарлӑ, ҫав вӑхӑтрах яваплӑ та йывӑр пулнине  палӑртрӗ.

Ачасене пӗлӳ тата воспитани парас енӗпе  чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Л.Р.Зиганшина (Чӗчкен тӗп шкулӗ), Г.В.Комиссарова (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ), М.Л.Михеева («Рябинушка» ача сачӗ), Т.И.Никифорова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Н.М.Пудовкина («Колосок» ача сачӗ), Ф.М.Тамалиева (Урмаел вӑтам шкулӗ), Г.Х.Хаертдинова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ), Л.П.Яковлева (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) Чӑваш Республикин вӗрентӳ министерствин Хисем грамотисене илме тивӗҫнӗ. Вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пачӗҫ.

С.З.Велиахметова («Лейсан» ача сачӗ), А.Н.Калюкова (Асанкасси вӑтам шкулӗ), К.В.Лукиянова (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), А.Н.Шадрина (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ), Л.Б.Шорникова (Шурут вӑтам шкулӗ), Г.Х.Ямалутдинова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) ӗҫченсене, округ администрацийӗн Хисеп грамотипе, Л.М.Антонова, М.И.Салаева (вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗ), Т.Н.Галзанова (вӗрентӳ пайӗ) специалистсене  Тав ҫырӑвӗпе наградӑланӑ.

Ҫулсеренех Вӗрентекен кунӗ умӗн муниципаллӑ округӑн чи лайӑх вӗрентекенӗсене укҫа-тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ. Кӑҫалхи конкурс материалӗсем тӑрӑх ку чыса Т.Е.Варламова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Е.А.Антонова (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), Т.М.Михайлова (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ), С.Н.Индюкова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Г.М.Салеева (Чӗчкен тӗп шкулӗ) ҫӗнсе илнӗ.

Округри вӗрентекенсем хушшинче иртнӗ конкурссенче палӑрнисене округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова наградӑсем пачӗ. «Учитель года — 2023» ята кӑҫал Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи географи учителӗ Г.Д. Зарипова ҫӗнсе илнӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи истори учителӗ  И.Н.Анисимова тата Урмаел вӑтам шкулӗнчи физика учителӗ Н.Г.Тукаев призерсем пулса тӑнӑ. «Самый классный классный» ята Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи  С.Р.Зинатуллина тивӗҫнӗ. Г.И.Волкова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), О.Н.Копташкина (Асанкасси вӑтам шкулӗ), Е.Н.Курицына (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) призерсен йышне кӗнӗ. «Воспитатель года» конкурс ҫӗнтерӳҫи — «Радуга» ача сачӗн воспитателӗ Т.А.Саванина. А.А.Никифорова («Рябинушка» ача сачӗ) тата И.З.Камальдинова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) призерсен шутне кӗнӗ. Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекен учительсенчен чи пултарулли тесе Л.Н.Даниловӑна (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ) палӑртнӑ. Л.Н.Владимирова (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ), Л.И.Никифорова (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ), Г.М.Ямалетдинова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) малти вырӑнсене тухнӑ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче тӑрӑшакан  И.И.Борисова «Социальный педагог» конкурса чи лайӑххи пулнӑ. Н.И.Минетуллова (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ) тата Р.Р.Ямалтдинова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) социаллӑ педагогсем те палӑрнӑ.

Урмаел вӑтам шкулӗнчи истори тата обществоведени учителӗ Н.Н.Ахметзянова хӑй вӗрентекен предметсемпе Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑн  регионти тапхӑрӗн 2 призерне  хатӗрлеме пултарнӑ. Ҫак ҫитӗнӳсемшӗн ӑна 20 пин тенкӗллӗх сертификат пачӗҫ. Регионти олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене вӗрентнӗ Л.П.Абрамова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Д.М.Гималтдинова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ), С.А.Жукова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ). Л.Н.Тарасова (Шурут вӑтам шкулӗ), Л.И. Никифорова (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ), Р.Р.Мезитова (Чӗчкен тӗп шкулӗ) 4—2 пин тенкӗллӗх сертификатсене тивӗҫрӗҫ.

РФ халӑха вӗрентес ӗҫ тата наука ӗҫченӗсен профсоюз организацийӗн Чӑваш Республикинчи комитечӗн Хисеп грамотисене  Ю.П.Алексеева (Хырхӗрри тӗп шкулӗ), Н.А. Петровӑна (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), С.Н.Мунтайкинӑна (Шурут вӑтам шкулӗ) парса чысларӗҫ.

Ҫак кун педагогсем ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем татах та нумай пулчӗҫ. Пурте вӗсене малашне те ӑнӑҫу сунчӗҫ. Эпир те вӗсен сӑмахӗсем ҫумне хутшӑнатпӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *