Вторник, 23 апреля

Пушар хӑрушлӑхӗ ҫухалман-ха

Пушар хӑрушлӑхӗ ҫухалман-ха

Ҫуллахи пек шӑрӑх пулмасан та ҫанталӑк ҫав-ҫавах типӗ тӑрать. Ҫавӑнпа та республикӑра, пирӗн округра та пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Уйрӑмах вӑрмансенче асӑрхануллӑ пулмалла. Халӗ ҫынсем кӑмпана йышлӑн ҫӳреҫҫӗ. Сӳнтермесӗр пӑрахнӑ пирус тӗпӗ те пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарать.

Республикӑра юлашки вӑхӑтра темиҫе ҫӗрти вӑрмансенче вут-ҫулӑм сиксе тухнӑ тӗслӗхсем пулчӗҫ ӗнтӗ. Ҫакӑ вӑрмансенче тата вӗсен ҫывӑхӗсенче татах та тимлӗрех пулма хистет. Кӗркуннехи уйӑха кӗтӗмӗр пулсан та республикӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн уйрӑм режимӗ малалла пырать.

Ҫынсене вӑрмансенче, вӗсен ҫывӑхӗсенче вут чӗртме юраманнине тепӗр хут аса илтеретпӗр, хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнма ыйтатпӑр.

Эдуард Павлов,

Комсомольски уйрӑм лесничествин лесничийӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *