Понедельник, 20 мая

Хисеплӗ педагог

Вӗрентекен, вӗрентекен,

Кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшатӑн,

Ир-ирех шкула васкатӑн.

Ачасене пӗлӳ паратӑн,

Пурнӑҫра та пулӑшатӑн.

Лариса мӗн ачаранах вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпа та Йӑлмахвари сакӑр ҫул вӗренмелли, Комсомольскинчи вӑтам шкулсенчи уроксенче ларнӑ май вӑл учительсен ӗҫне питӗ сӑнанӑ. Хӑйӗн ҫутӑ ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе чипер пике Шадринск хулинчи педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Диплом илсен Лариса Воробьева тӑван шкула таврӑннӑ, ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме пуҫланӑ. Ӑшӑ чунлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, пӗтӗм вӑй-халне юратнӑ ӗҫне паракан учителе вӗренекенсем те хисепленӗ.

Йӑлмахва шкулне реструктуризациленӗ хыҫҫӑн Лариса Гурьевна Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулне ӗҫлеме куҫнӑ. Ачасене тарӑн пӗлӳ парас ӗҫре педагог 30 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Яланах хӑйне малалла аталантарма, ҫӗннине пӗлме талпӑннӑ. Районти вырӑс чӗлхипе литература учителӗсен методика пӗрлешӗвӗн семинарӗсенче тухса калаҫнӑ, уҫӑ уроксем ирттернӗ. Шкулта ӗҫленипе пӗрлех вӑл обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ.

Лариса Гурьевнӑн вӗренекенӗсем пӗрре кӑна мар районти олимпиадӑсенче, тӗрлӗ конкурссенче ҫӗнтерӳҫӗсем пулнӑ.  Ачасен ҫитӗнӗвӗ — учительшӗн чи пысӑк награда.

Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн пултаруллӑ учителе Хисеп хучӗсем, дипломсем парса чысланӑ. 2002 ҫулта вӑл «Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ ӗҫӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑна илме тивӗҫнӗ.

Лариса Гурьевна мӑшӑрӗпе пӗрле хӗрпе ывӑла кун ҫути парнеленӗ, вӗсене тивӗҫлӗ воспитани тата пӗлӳ панӑ. Халӗ унӑн виҫӗ мӑнук, вӗсемпе чунтан савӑнать, чӗре ӑшшине хӑйсен йӑхне тӑсакансене пама   тӑрӑшать. 

Павел Зайцев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *