Вӑтӑр ҫул ытла — юратнӑ ӗҫре

Раиса Леонидовна Чаржова (Налимова) 1959 ҫулта Оренбург облаҫӗнчи Гай хулинче ҫерем ҫӗрсем уҫма кайнӑ Муркаш каччипе Хирти Ӗнел хӗрӗн ҫемйинче ҫуралнӑ. Пилӗк ҫултан пуҫласа ачалӑхӗ Хирти Ӗнел ялӗпе ҫыхӑннӑ. 1975 ҫулта пике Хирти Сӗнтӗрти сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан чи лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Рая Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулӗнче ӑс пухма тытӑннӑ. Ҫемьере асли пулнӑ май, виҫӗ ачана пӗччен ӳстерекен амӑшне килти хуҫалӑхра яланах пулӑшмалла пулнӑ. Каникулсем вӑхӑтӗнче колхозри ӗҫсене хутшӑннӑ, спортпа туслашма та вӑхӑт тупнӑ. 1976 ҫулта шкулти ҫамрӑк армеецсен командипе ҫамрӑксен иккӗмӗш хут иртекен Пӗтӗм Союзри «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисене хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ, Кстово хулинчен аван кӑтартусемпе таврӑннӑ.

Шкулта вӗреннӗ чухне пур предметпа та лайӑх ӗлкӗрсе пынӑ пулин те, хӗрачана уйрӑмах физикӑпа математика килӗшнӗ. Ҫак туртӑмах ӑна 1977 ҫулта, вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне илсе ҫитернӗ. Аслӑ пӗлӳллӗ специалист 1982 ҫулта направленипе Хирти Мӑнтӑр шкулне ӗҫлеме килнӗ. Ҫамрӑк педагога Н.А.Максимов, Е.А.Малова аслӑ ӗҫтешӗсем вӗрентӳ ӗҫӗнчи малтанхи утӑмсене тума пулӑшнӑ. Часах чипер хӗре Йӑлмахва каччи Ю.В.Чаржов куҫ хывнӑ, 1983 ҫулта пӗр-пӗрне юратакансем ҫемье ҫавӑрнӑ.

Р.Л.Чаржова 1984 ҫултан пуҫласа 2007 ҫулччен (шкула реструктуризаци тӑвиччен) Йӑлмахвари шкулта ачасене математика предметне вӗрентнӗ. Ҫав ҫулсенче районти вӗрентӳ управленийӗн Хисеп хутне темиҫе хутчен те илме тивӗҫнӗ. 1994 ҫулта Чӑваш Республикин Вӗрентӳ, аслӑ шкул тата наука министерстви Раиса Леонидовнӑна ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ. 2007 ҫулта, Йӑлмахвари шкула Хирти Мӑнтӑра куҫарнӑ хыҫҫӑн, унта ӗҫлеме пуҫланӑ.

Раиса Леонидовнӑпа мӑшӑрӗ икӗ хӗр ҫитӗнтерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Асли, Татьяна Юрьевна, Шупашкарти 1-мӗш хула клиникинче тухтӑрта ӗҫлет. Надежда Юрьевна вара бухгалтер профессине суйласа илнӗ, вӑл та тӗп хуламӑрта ӗҫлесе пурӑнать. Хӗрӗсем ашшӗпе амӑшне пилӗк мӑнук парнеленӗ.

«Учитель профессине суйласа илнӗшӗн эпӗ нихӑҫан та ӳкӗнмен. Вӑтӑр ҫул ытла яланах ачасене пӗтӗм чуна парса вӗрентнӗ, вӗсенчен ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫынсем пулса     ӳсчӗр тесе тӑрӑшса ӗҫленӗ», — тет тивӗҫлӗ канури хисеплӗ педагог.

Павел ЗАЙЦЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *