Ачасене вулама, ҫырма вӗрентнӗ, ырӑ ҫул пилленӗ

Ачасене вулама, ҫырма вӗрентнӗ, ырӑ ҫул пилленӗ

Октябрӗн 5-мӗшӗнче Вӗрентекенсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал Раҫҫейре Педагог тата наставник, Чӑваш Республикинче Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫак уяв уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вӗрентекенпе ача пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ.

Пирӗн тӑрӑхра вӗрентӳ ӗҫӗ 1800 ҫулсен ҫуррисенчех пуҫланнӑ. Малтан шкулсем чиркӳсем ҫумӗнче пулнӑ. Унта ытларах тӗн енӗпе пӗлӳ парас тесе ӗҫленӗ пулин те ачасене вулама, ҫырма, шутлама вӗрентни паха. Каярахпа земство, удел шкулӗсем уҫӑлнӑ. Вӗсенче тарӑнрах пӗлӳ пама пуҫланӑ. 1920—30  ҫулсенче ҫӗршывра хутпӗлменлӗхе пӗтерес юхӑм пынӑ. Каярахпа  ялти шкулсенче вӑтам пӗлӳ пама пуҫланӑ. Округри вӗрентӳ историйӗ пуян, тӗрлӗ енлӗ. Ун пирки нумай калама пулать. Кашни шкулӑн хӑйӗн аталану ҫул-йӗрӗ. Анчах та вӗсенче тӗп сӑнар яланах вӗрентекен пулнӑ.

Ӗнерхи кунсӑр паянхи ҫук, теҫҫӗ. Кӑҫал Педагог тата наствник ҫулӗ пулнӑ май шкулсенче вырӑнти вӗрентӳ учрежденийӗсен аталанӑвне пӑхса тухни, унта ӗҫленӗ  вӗрентекенсене аса илни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулмалла. Кашни шкултах ҫӗршывӑн пысӑк наградисене, орденсемпе медальсене, хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ вӗрентекенсем ӗҫленӗ. Чыс-хисепе тивӗҫнӗ педагогсем пирки стендсем туни, альбомсем хатӗрлени лайӑх пулмалла. Шкулсенче  вӗсене пурне те курӑнмалли вырӑнта вырнаҫтармалла. Ҫакӑ ачасене воспитани парас енӗпе пӗлтерӗшлӗ.

Пирӗн округа кӗрекен ялсенчи шкулсенче тӗрлӗ ҫулсенче патшалӑхӑн пысӑк наградисене тивӗҫнӗ учительсем ӗҫленӗ. Ҫӗршывӑн йывӑр ҫулӗсенче тӑрӑшнӑ вӗсем. Кӑтарту хатӗрӗсем, кӗнекесем, хут-кӑранташ ҫитмен вӑхӑтра, сивӗ классенче ачасене вӗрентессипе тимленӗ. Темӗнле йывӑр пулсан та вӗренекенсене тарӑн пӗлӳ пама май тупнӑ. Хамӑр тӑрӑхран тухнӑ ҫӗршывӗпех палӑрнӑ ҫынсене те вулама, ҫырма, шутлама пирӗн шкулсенчи учительсемех вӗрентнӗ.

 Ҫӗршывӑн чи пысӑк наградисене тивӗҫнисем пирӗн тӑрӑхри шкулсенче те пулнӑ.  Вӗсене вӑл вӑхӑтри учительсем хӑйсен тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫӗпе, хастарлӑхӗпе ҫӗнсе илнӗ. Кӑҫал Педагог тата наставник ҫулӗ пулнӑ май  чыс-хисепе тивӗҫнӗ вӗрентекенсене ас илмеллех. Шкулсенче Ушинский, Сухомлинский, Макаренко, Яковлев, Волков пек чаплӑ педагогсемпе ҫутта кӑларакансем пирки мероприятисем ирттернипе пӗрлех хамӑр тӑрӑхра ӗҫленӗ ҫынсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарни те вырӑнлӑ пулмалла.

Пысӑк хисепе тивӗҫнисемпе кӗскен паллашар-ха. Ленин орденӗпе наградӑланӑ:

Константин Васильевич Волков

Вӑл 1885 ҫулта хальхи Куславкка районне кӗрекен Тӗрлемес ялӗнче ҫуралнӑ. 1906 ҫултан пуҫласа земствӑн Луцкинчи пуҫламӑш шкулӗнче ӗҫленӗ. Пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ унӑн 52 ҫул пулнӑ. Ачасене пӗлӳ панипе пӗрлех улма-ҫырла ӳстерессипе, хурт-хӑмӑр тытассипе интересленнӗ, музыкӑна юратнӑ. 1949 ҫулта ӑна Ленин орденӗ парса чыс тунӑ.

Мария Николаевна  Игнатьева

1888 ҫулта Йӑлмахва ялӗнче кун ҫутине килнӗ. Ҫамрӑк чухне Пушкӑрт республикинче, Мускав облаҫӗнче, Алтай крайӗнче вӗрентекен пулса ӗҫленӗ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан Аслӑ Каҫалти тата ытти шкулсенче тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ Каҫал ялӗнче пурӑннӑ. Хутпӗлменлӗхе пӗтерес енӗпе чылай ӗҫленӗ. Пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ 49 ҫул. 1950 ҫулта Ленин орденӗпе наградӑланӑ.

Клавдия Ивановна Краснопевцева

1887 ҫулта Чӗмпӗр хулинче ҫуралнӑ. 1945—1956 ҫулсенче Комсомольски вӑтам шкулӗнче ӗҫленӗ. Пӗтӗмӗшле  50 ҫул ытла ачасене вӗрентес ӗҫе панӑ. 1953 ҫулта Ленин орденне тивӗҫнӗ.

Георгий Тарасович Печников

1897 ҫулта Тукай ялӗнче ҫуралнӑ.1917 ҫулта Теччӗри учительсем хатӗрлекен шкула пӗтернӗ. Тӑвай, Анат Тимӗрчкасси, Вӑрманхӗрри шкулӗсенче тӑрӑшнӑ, Йӗпреҫри халӑха вӗрентес ӗҫ пайӗн инспекторӗнче ӗҫленӗ. 1922 ҫултанпа Тукай пуҫламӑш шкулӗнче учительте, заведующире вӑй хунӑ. Ачасене пӗлӳпарас енӗпе 40 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Сад ӑсти пулнӑ, чӑваш шкулӗсенче вырӑс чӗлхине вӗрентмелли темиҫе пособи хатӗрленӗ. Ялти колхоза йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ. 1949 ҫулта Ленин орденне илме тивӗҫ пулнӑ.

Ку кӑтартусене «Комсомольски районӗн энциклопедийӗ» кӗнекерен илнӗ. Вырӑнти шкулсенче вӗсен тулли биографийӗсем, аса илӗвӗсем е ытти документсем упранса юлнӑ пулӗ. Вӗсемпе класс сехечӗсенче усӑ курни, калаҫусем ирттерни кӑҫалхи ҫул уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ачасене воспитани панӑ чухне ҫӗршыври паллӑ ҫынсен тӗслӗхӗпе ҫеҫ мар, вырӑнти материалсемпе те усӑ курма тӑрӑшмалла.

Пирӗн тӑрӑхри шкулсенче Ленин орденӗсӗр пуҫне ытти орден-медаль илнисем те сахал мар. Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗ орденпа Юлия Антиповна Коноваловӑна (Комсомольски вӑтам шкулӗ), Агриппина Матвеевна Матвеевӑна (Аслӑ Ҫӗрпӳел пуҫламӑш шкулӗ), Владимир Леонтьевич Петрова (Анат Тимӗрчкасси ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулӗ), «Ӗҫ Мухтавӗ» орденӗн III степенӗпе Людмила Михайловна Макаровӑна (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ) наградӑланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *