Ваттисен кунӗ ячӗпе уявсем иртнӗ

Округри ял территори уйрӑмӗсенче, ӗҫ коллективӗсенче Ваттисен кунне халалласа мероприятисем ирттернӗ. Предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнисене пӗрле пуҫтарса чысланӑ.

Потребительсен кооперацийӗнче нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнисем октябрӗн 1-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Вӗсене уяв ячӗпе депутатсен Пухӑвӗн председателӗ, райпо совечӗн ертӳҫи С.Н.Грачева, округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин саламланӑ. Районти суту-илӳ системине аталантарас енӗпе пысӑк ӗҫ тунине палӑртса ветерансене  малашне те ӑнӑҫу суннӑ.

Райпори ветерансен  совечӗн председателӗ  Л.К.Кокшина, Е.И.Карпеев, С.Ф.Кокорева, В.П.Николаев тата ыттисем те тухса калаҫнӑ, ваттисен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ.

Ватӑсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн спектакльне курнӑ. Тулли кӑмӑлпа уявран  саланнӑ.    

(ХАМӐР ИНФ.).                                                                                                                           

Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнчи клуба ватӑсене уяв ячӗпе саламлама округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, округ администрацийӗн организаципе контроль тата кадрсем енӗпе ӗҫлекен пай начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан М.А.Иллларионова, депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.М.Мансуров килсе ҫитрӗҫ.

Вӗсем пушӑ алӑпа мар, ӑшӑ сӑмахсемпе пӗрлех чей ӗҫме кучченеҫсем те илсе килнӗ. Сӗтел хушшинче шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса иртнине аса илтӗмӗр, малашнехи тӗллевсем пирки шутларӑмӑр.

Ялти фольклор ушкӑнӗ савӑк юрӑсем шӑрантарчӗ. Пӗртӑван М.Карсаковӑпа Т.Александрова парнеленӗ хаваслӑ юрӑсем пуҫтарӑннисен кӑмӑлне кайрӗ.

Пирӗн  ветерансем  тивӗҫлӗ канура пулсан та ялӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Уйрӑмах В.Васильева, А.Семенова, Н.Чукмарева, Н.Смирнова, И.Галкина, З.Васильева пултаруллӑ.

Ваттисен кунне ҫакӑн пек хаваслӑ ирттернипе ял ҫыннисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Пурте уява хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн Г.В. Атласкин фермера тав турӗҫ.

Людмила Тихонова.

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн коллективӗ хӑйӗн ветеранӗсем ҫинчен манмасть. Акӑ, ҫак кунсенче вӗсене Ваттисен кунӗ ячӗпе саламлама хӑнана чӗнчӗҫ. Шкул ачисем вӗсен ячӗпе илемлӗ концерт программи хатӗрленӗ. Ватӑсем вӗсем шӑрантарнӑ юрӑсене хапӑлласа итлерӗҫ.

Шкулта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнисене уяв ячӗпе малтанах И.А.Соловьева директор саламларӗ.  Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ветерансене пурнӑҫра ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫусем сунчӗ.

Мероприятие йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн  А.З.Заргиров предпринимателе пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.

Петр Родионов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *