Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Тутар Шурут ялӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫнӑ.
Ку вӑл «Сывлӑх» наци проекчӗн регионти «Сывлӑх сыхлавӗн пуҫламӑш сыпӑкне модернизацилесси» проектпа пурнӑҫланнӑ объект. Ӑна кӗске вӑхӑтра туса пӗтерсе хута янӑ. Тутар Шурут тата Юнтапа ялӗсенче пурӑнакан 320 ҫынна медицинӑн пуҫламӑш пулӑшӑвӗ парас енӗпе паха та пӗлтерӗшлӗ.
ФАПӑн ҫӗнӗ ҫурчӗ уҫӑлнӑ ятпа ял-йыша муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, округӑн централизациленӗ больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова, Шурут территори уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Маштанов тата ыттисем те саламланӑ. Вӗсем пурте патшалӑх ял ҫыннисене вырӑнтах медицинӑн пахалӑхлӑ пулӑшӑвне илме условисем туса парас енӗпе тӑрӑшнине палӑртнӑ.
Ялти фельшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче хӑтлӑ. Кунта медицина пулӑшӑвӗ памалли ҫӗнӗ оборудовани вырнаҫтарнӑ, хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ. Ял ҫыннисене йышӑнма та, медицина ӗҫченӗсене тӑрӑшма та меллӗ условисем туса панӑ.
Пирӗн округри ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсен ҫӗнӗ ҫурчӗсем хутшӑнсах пыни савӑнтарать. Медицинӑн пуҫламӑш учрежденийӗсене модеринизацилени ялта пурӑнакан ҫынсен сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑва инҫете тухса ҫӳремесӗрех, вырӑнтах татса пама май парать. Ҫакӑ халӑх сывлӑхне вӑхӑтра сиплес тӗлӗшпе меллӗ.