Ҫирӗп ҫемье – чӑн телей

Мӑшӑрпа пӗрле пурнӑҫ сукмакне такӑрлатни, пӗр-пӗрне ал парса, йывӑрлӑхсене пӗрле ҫӗнтерсе, савӑнӑҫа пӗр-пӗринпе пайласа, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнни вӑл — пысӑк телей. Ҫемье чӑмӑртанӑ чухне хӗрпе каччӑ савӑнӑҫра та, инкекре те пӗрле пулма тупа тӑваҫҫӗ, анчах та хӑш-пӗр чухне ҫемье «карапӗ» кулленхи «хумсене» чӑтаймасӑр саланать. Пӗр-пӗринчен уйрӑлма васкакансене нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсенчен тӗслӗх илме, вӗсен паха опытне ӑша хывса, тепӗр хут ларса шухӑшлама сӗнес килет.

Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Спиридоновсем — шӑпах ҫакӑн пек тӗслӗх илмелли мӑшӑр. Вӗсем ҫак кунсенче ҫемье пурнӑҫӗн «бриллиант» юбилейне паллӑ турӗҫ. Аркадий Алексеевичпа Лидия Никифоровна 60 ҫул каялла, ваттисен йӑлипе — кӗр мӑнтӑрӗпе — туй кӗрлеттернӗ. Паян кун та вӗсем пӗр-пӗрне юратса, упраса пурӑнаҫҫӗ, кашни кунпа савӑнса ҫемье ӑшшине тытса пыраҫҫӗ.

Ҫемье пуҫӗ Аркадий Алексеевич Шупашкарти агрегат заводӗнче термистра 32 ҫул вӑй хунӑ, ҫак ӗҫренех тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Лидия Никифоровна Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче хатӗрлев уйрӑмӗнче мотальщицӑра ӗҫленӗ. Тӑрӑшуллӑ та ӗҫченскерсем, вӗсем иккӗшӗ те производствӑра малта пыракансем пулнӑ. Вӗсене «Ӗҫ ветеранӗ» ята панӑ, «10-мӗш пилӗкҫуллӑхӑн ударникӗ» паллӑпа, тӗрлӗ медальпе, Хисеп хучӗсемпе наградӑланӑ.

Мӑшӑр пӗр хӗр ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ, халӗ Спиридоновсем мӑнукӗсен ӑшшипе киленеҫҫӗ.

Шупашкарта чылай вӑхӑт пурӑннӑ пулсан та, ялта ӳснӗ ҫынсене ҫуралнӑ кӗтесех чун туртать ҫав. Ҫавна пулах тивӗҫлӗ канӑва тухсан Спиридоновсем тӑван яла таврӑнма шухӑш тытнӑ. Халӗ вӗсем куллен ялти уҫӑ сывлӑшпа киленеҫҫӗ, хуҫалӑх тытса пыраҫҫӗ.

Килӗшӳллӗ мӑшӑра чаплӑ юбилейпе саламласа малашне те ҫемье ӑшшине упраса пыма, пӗр-пӗрне ҫур сӑмахран ӑнланса  пурӑнма, ҫирӗп сывлӑхлӑ, вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма сунатпӑр. 

Наталия КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *