Халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтусене хуравлаҫҫӗ

Халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтусене хуравлаҫҫӗ

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансемпе тӳрӗ лини ирттерни ҫинчен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Вӑл эфирти 130 минутра 35 ыйту ҫине хуравлама пултарнӑ. Республикӑра пурӑнакансенчен пурӗ 500 ыйту килнӗ. Вӗсем хушшинче пирӗн округ  ҫыннисенчен те пулнӑ. Вӗсем Комсомольскинчи тасатмалли сооружени, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн шӑпи, Кӗтне юханшывӗнче пулӑсем вилни пирки пулнӑ. Округ администрацийӗн  яваплӑ специалисчӗсем тӳрӗ лини пынӑ вӑхӑтрах   «ВКонтакте» социаллӑ сеть урлӑ хуравсем панӑ. Вӗсемпе паллашар-ха.

Александр Краснов,

муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата

тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ:

— Муниципаллӑ округ администрацийӗ Комсомольскинче талӑкра 600 кубла метр шыва биологилле майпа тасатма пултаракан станци тата канализаци сечӗсем тума  проект документацийӗ хатӗрлесе ҫитернӗ. Ӑна патшалӑх экспертизи витӗр кӑларнӑ. Малтан шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, ӑна тума 549,321 миллион тенкӗ укҫа кирлӗ пулать.

Ку объекта республикӑри инвестици программине кӗртме ыйтса документсемпе ЧР Строительство министерствине тухнӑ. Инвестици совечӗн йышӑнӑвне кӗтетпӗр.

Наталия Комиссарова,

муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ  ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ,

вӗрентӳ пайӗн начальникӗ:

— Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпе вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн округри вӗрентӳ учрежденийӗсем ачасене йышӑнма мӗнле хатӗрленнине тӗрӗслеме комисси туса хунӑ. Вӗсем округри пур шкула та, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗсӗр пуҫне, йышӑннӑ. Асӑннӑ шкул техника кӑтартӑвӗсемпе вӗренекенсен пурнӑҫне хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарнине пула, унта вӗрентме чарнӑ. Анчах та ҫапла туса ачасен пӗлӳ илмелли прависене пӑсман. Халӑха ҫакӑ хумхантарать пулсан та, ку утӑма ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тунине ӑнланма ыйтатпӑр.

Ремис Шарафутдинов,

муниципаллӑ округӑн ял хуҫалӑх тата  экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ:

— Округ территорийӗнче хальхи вӑхӑтра  шыв тасатмалли 3 сооружени пур. Вӗсене 1974—1978 ҫулсенчех хута янӑ пирки ҫулсем иртнӗҫемӗн кивелсе ҫитнӗ. Инженери коммуникацийӗн 80 ытла проценчӗ юрӑхсӑра тухнипе вӗсем тухӑҫлӑ ӗҫлеймеҫҫӗ, шыва тасатса ҫитереймеҫҫӗ.

Кӑҫалхи июнӗн 2-мӗшӗнче Кӗтне юханшывӗнче пулӑсем вилнине тупса палӑртнӑ. Округ администрацийӗнче ҫакӑн сӑлтавне тӗпчесе пӗлме комисси туса хунӑ. Июнӗн 24-мӗшӗнче прокуратурӑн, шалти ӗҫсен пайӗн, республикӑри ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен органсен ӗҫченӗсем шыва лаборатори тӗрӗслевӗ ирттерме илнӗ. Тӗрӗслев унта сиенлӗ хутӑшсем пулнине ҫирӗплетнӗ пулсан та, пулӑсем вилнин тӗп-тӗрӗс сӑлтавне тупса палӑртма май килмен. Ҫакна шӑрӑх ҫанталӑка пула юханшыв ӑшӑхланса ҫитнипе тата шывра кислород шайӗ пӗчӗк пулнипе те ҫыхӑнтараҫҫӗ. Пулӑсем вилнин сӑлтавне тупса палӑртас енӗпе ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.

Нумаях пулмасть муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин округри ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен предприятисен ертӳҫисемпе канашлу ирттерчӗ. Унта предприятисем ҫумӗнче тасатакан сооруженисем тӑвас пирки калаҫу пулчӗ. Ертӳҫӗсем ун пек сооруженине хӑйсем тӗллӗн, патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр тума йывӑррине палӑртрӗҫ.

Округра, Кӗтне юханшывӗнче экологи енчен ӑнӑҫлӑх хуҫалантӑр тесен комплекслӑ ӗҫсем туса ирттермеллине ӑнланатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *