Стендра — хисепе тивӗҫлӗ ҫынсем

Иртнӗ ҫул паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулчӗ. Кашни ялтанах наукӑра, ҫар ӗҫӗнче, культурӑра, спортра пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ ҫынсем тухнӑ. Халь вӗсем тӑван тӑрӑхра пурӑнмасан та, ҫӗршывшӑн пархатарлӑ ӗҫсем туса чапа тухнӑ. Анчах та тепӗр чухне хамӑр хушӑра пурӑннӑ, ӗмӗрӗпе колхоз производствинче тӑрӑшса ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсем ҫинчен аса илместпӗр.

Кайнлӑк территори уйрӑмӗнче вара пархатарлӑ ӗҫ тунӑ. «Знамя» колхозра ӗҫлесе правительство наградисене тивӗҫнӗ ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарса «Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлесе хисепе тивӗҫнӗ» ятлӑ стенд йӗркеленӗ. Ӑна ҫынсем йышлӑ ҫӳрекен тӗлте вырнаҫтарнӑ. «Мускавра пурӑнакан ҫын мӑнукне ҫав стендпа паллаштарма илсе килнӗччӗ. «Ку сан аслаҫу», — тесе кӑтартнӑччӗ. Ҫавӑн пек стендсенче хӑйӗн тӑванне курни ҫамрӑксене воспитани панӑ чухне пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп. Кӑҫал — Педагог тата наставник ҫулталӑкӗ. Пирӗн тӑрӑхра та пысӑк наградӑсене тивӗҫнӗ педагогсем ӗҫленӗ. Вӗсем пирки стенд тӑвас шухӑш пур», — палӑртрӗ Альберт Германович.

Округри ытти ял территорийӗсенче те ҫак паха опыта ӗҫе кӗртсен аван пулмалла. /секен ӑрӑва ҫӗршыв шайӗнчи паллӑ ҫынсен тӗслӗхӗпе ҫеҫ мар, хамӑр хушӑра пурӑннисен ырӑ ӗҫӗсемпе те воспитани тӗллевӗпе усӑ курмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *