Ҫемье ӑшшине упраса пурӑнаҫҫӗ

Хирти Выҫли ялӗнче пурӑнакан Яковлевсем пӗр-пӗрне ӑнланни, хисеплени, юратни, сӗнӳ-канашпа та, ӗҫпе те пулӑшса пыни ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт мӑшӑрлӑ пурӑнма май пачӗ пулӗ теҫҫӗ. Кӑҫалхи июль уйӑхӗнче Валентина Васильевнӑпа Алексей Сильвестрович ҫемье ҫавӑрнӑранпа 60 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ.

Иккӗшӗ те Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ умӗн ҫуралнӑ, ашшӗ-сем хаяр ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнайман. Вӗсен ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ пӗр-пӗриннинчен нимӗнпех те ытлашши уйрӑлса тӑман. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ӳснӗ. Ача чухнех колхоз хирӗсенче тӑрӑшнӑ. Ҫамрӑклӑхӗ те ҫӑмӑлах пулман вӗсен, ялти ӗҫсенче тӑрӑшма тивнӗ.

Алексей Сильвестровичӑн, шкулта аван вӗренсе пынӑ пулсан та, малтанлӑха аслӑ пӗлӳ илме май килмен. Ҫапах та пултаруллӑ, ӑс-тӑнлӑ ҫамрӑка Хирти Явӑш шкулне ӗҫлеме илнӗ. Кунта вӑл 39 ҫул тӑрӑшнӑ. 1975 ҫулта Ульяновскри педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех ачасене физика тата математика предмечӗсене вӗрентнӗ. Вӑл пӗлӳ панӑ ачасем районти олимпиадӑсемпе конкурссенче пӗрре мар палӑрнӑ. Шкулта хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынипе палӑрса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ялти обществӑлла ӗҫсене те  хастар хутшӑннӑ. Суйлавсем вӑхӑтӗнче тӑтӑшах комисси секретарӗ пулнӑ.

1963 ҫулта Алексей ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑр пулма Хирти Явӑш ялӗнчи чипер те маттур Валентинӑна суйласа илнӗ. Пултаруллӑ кин Хирти Выҫлири сысна ферминче тӑрӑшма пуҫланӑ. Кунта чӑннипех те хастар ӗҫченсем вӑй хунӑ. Ҫакна вӗсен ҫитӗнӗвӗсем те ҫирӗплетсе параҫҫӗ. «Дружба» колхоз 1960—1980 ҫулсенче ҫурасем илес енӗпе те, сыснасен ӳтхушаслӑхӗпе те районта ҫеҫ мар, республикӑра та палӑрса тӑнӑ. Валентина Васильевна кунта сысна пӑхнӑ ҫӗрте 1989 ҫулчченех тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва кайсан та хӑнӑхнӑ ӗҫре тата 10 ҫул вӑй хунӑ. Ҫурасем ытларах илес, вӗсене тӗрӗс-тӗкел пӑхса ҫитӗнтерес енӗпе ӳсӗмлӗ ӗҫленӗшӗн  В.Яковлевӑна колхоз правленийӗ Хисеп грамотипе, хаклӑ парнепе  пӗрре мар чысланӑ. Район, республика шайӗнчи награда та чылай унӑн. «Социализмла ӗҫ ударникӗ» паллӑ та, ВДНХ медалӗ те темиҫе. Вӑл «Ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль илме те тивӗҫ пулнӑ. 1984 ҫулта Валентина Васильевна ӗҫне правительство пысӑка хурса хакланӑ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗн орденӗпе наградӑланӑ. 1987 ҫулта ӑна «Чӑваш АССР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫре ирттернӗ пулин те, Яковлевсем 5 ачине тивӗҫлӗ воспитани парас тесе тӑрӑшнӑ. Вӗсене пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарса ӳстернӗ. Тӗпренчӗкӗсем ашшӗ-амӑшне пулӑшма та, колхоз ӗҫне хутшӑнма та вӑхӑт тупнӑ, шкулта та тӑрӑшса вӗреннӗ. Ахальтен мар тӑватӑ ачи аслӑ пӗлӳ илме пултарнӑ. Иккӗшӗ тӑван тӑрӑхра тӗпленнӗ. Николай Алексеевич Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче технологипе географи предмечӗсене вӗрентет. Владимир Алексеевич «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗнче зоотехникра тӑрӑшнӑ, халӗ — ҫырла ҫитӗнтерес енӗпе ӗҫлекен уйрӑм предприниматель.

Паян Яковлевсем кӗҫӗн ывӑлӗн Николайӑн ҫемйипе пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Ӗмӗрӗсене ӗҫре ирттернӗскерсем сакӑр теҫетке урлӑ каҫнӑ пулин те, алӑ усса лармаҫҫӗ. Ҫемьене кил-ҫуртри ӗҫсене пуҫтарма пулӑшаҫҫӗ.

Кун хыҫҫӑн кун, ҫул хыҫҫӑн ҫул иртет. Яковлевсен уншӑн пӑшӑрханмалла мар. Вӗсем кашни кунпа тулли усӑ курнӑ. Алексей Сильвестрович ял ачисем ӑслӑ-тӑнлӑ ҫитӗнччӗр, ҫӗршыва кирлӗ ҫынсем пулса ӳсчӗр тесе тӑрӑшнӑ, Валентина Васильевна колхоз производствине аталантарассишӗн вӑй хунӑ. Чи кирли — вӗсем ҫемье вучахӗн ӑшшине упраса тытса пынӑ, пыраҫҫӗ те. Халӗ вӗсен тӗслӗхне курса ҫемьен йӑли-йӗркине 10 мӑнукӗпе 5 мӑнмӑнукӗ малалла тӑсаҫҫӗ.

Наталья Павлова,

библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *