Танкистсем уява пуҫтарӑннӑ

Сентябрӗн 10-мӗшӗнче Комсомольскинчи Танк-палӑк патне танк ҫарӗсенче службӑра пулнисем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Патриотизм тематикипе янракан кӗвӗ-ҫемӗ ӗнерхи танкистсен кӑмӑл-туйӑмне савӑнӑҫ кӳнӗ.

Танкистсен кунӗ ячӗпе пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗсенче службӑра пулнӑ ветерансен вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ  Н.И.Смирнов, ассоциаци педседателӗн ҫумӗ Ю.П.Филиппов, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ С.Ю.Данилов саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал суннӑ.  Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче пулнӑ пултаруллӑ ветеран-танкистсене наградӑсем панӑ. Культура ӗҫченӗсем патриотизмла юрӑсем шӑрантарнӑ. Ветерансем Танк-палӑк ҫине чечек ҫыххисем хунӑ.

Уяв «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче малалла тӑсӑлнӑ. Кунта волейболла, шашкӑлла выляс енӗпе ӑмӑртусем иртнӗ, автомата вӑхӑтпа салатса пуҫтарнӑ, кире пуканӗ ҫӗкленӗ, пневматикӑлла винтовкӑран тӗл перес енӗпе тупӑшнӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *