
Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсему уяр кунсемпе усӑ курса уй-хирти ӗҫсене вӗҫлес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗрулми лартнӑ хуҫалӑхсем «иккӗмӗш ҫӑкӑра» пуҫтарса кӗртеҫҫӗ. Куккуруса вырса силоса хываҫҫӗ. Кӗр тыррисем акасси те малалла пырать. Ку ӗҫе хӑш-пӗр хуҫалӑхсем вӗҫленӗ те. «Комсомольские овощи» агрофирмӑра пахча ҫимӗҫе кӑларса пуҫтараҫҫӗ.
Округри пур ял хуҫалӑх предприятийӗнче те тенӗ пекех кӗрхи ҫӗртме туса хӑварассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Хирсенче ӗҫ чарӑнса ларман.
Минзаит Зайнуллин.