Понедельник, 29 апреля

Спортпа туслӑ ҫемьесем

Спортпа туслӑ ҫемьесем

Канашри педагогика колледжӗ ҫитес ҫул 110 ҫул тултарать. Вӑл Комсомольски тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫӗршер ҫынна педагогика пӗлӗвӗ илме пулӑшнӑ. 1914 ҫулта Шӑхран ялӗнче (малтан Канаш ҫавӑн ятлӑ пулнӑ) учительсен семинарийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. 1919—1921 ҫулсенче 1-мӗш ступеньлӗ шкулсем валли учительсем хатӗрлекен  икӗ ҫуллӑх курссем ятлӑ пулнӑ. 1937 ҫулччен  унӑн педагогика техникумӗн статусӗ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна педагогика училищи ят панӑ. 1997 ҫулта вӑл педагогика колледжӗ пулса тӑнӑ. Шӑпах Канашри педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ ҫӗршер вӗрентекен пирӗн районти шкулсенче нумай ҫул ачасене пӗлӳ парса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗсем Е.А.Пушкарева, Н.Я.Зайцева, З.М.Быкова, А.Н.Титова, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем Л.М.Антонова, Т.П.Титов, халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗсем З.В.Емельянова, А.Д.Соловьева, Д.Е.Шуряшкина, пирӗн округра ӗҫлесе хисеплӗ ят ҫӗнсе илнӗ тата нумай-нумай вӗрентекен педагогикӑн пуҫламӑш пӗлӗвне ҫак вӗренӳ заведенийӗнче илнӗ. Эпӗ ку статьяра ачасен сывлӑхне ҫирӗплетес, вӗсене физкультурӑпа спорта явӑҫтарас тӗлӗшпе ӳсӗмлӗ ӗҫленӗ учительсем пирки чарӑнса тӑрасшӑн. Вӗсем хӑйсен паха енӗсене ӑруран ӑрӑва куҫарса пырас енӗпе те тӑрӑшнине палӑртса хӑвармалла.

Дина Федоровнӑпа Владимир Яковлевич Григорьевсем — республика шайӗнче ҫеҫ мар, Раҫҫейре те палӑрнӑ спортсменсем. Вӗсен ывӑлӗ  Евгений ашшӗ-амӑшӗн династине малалла тӑсать. Вӑл — йӗлтӗр спорчӗ енӗпе тата каратепе спорт мастерӗн кандидачӗ. Хӗрӗ Татьяна йӗлтӗрпе чупассипе спорт мастерӗ, Надежда — йӗлтӗр спорчӗпе тата биатлонпа спорт мастерӗн кандидачӗ. Вӗсем — Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем.

Хырхӗрри шкулӗнче нумай ҫул физкультура учителӗнче  ӗҫленӗ Николай Никандрович Ятмановӑн вӗренекенӗсем районти ӑмӑртусенче яланах малти вырӑнсем йышӑннӑ. Пултаруллӑ педагог хӑйӗн хӗрӗсене те мӗн пӗчӗкрен спорта юратма вӗрентсе ӳстернӗ. Елена нумай ӑмӑртура палӑрса ҫуран утас енӗпе спорт мастерӗн, Светлана спорт мастерӗн кандидачӗн нормативӗсене пурнӑҫланӑ.

Волковсен ҫемье династийӗпе пирӗн округ чӑннипех те мухтанма пултарать. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ Валерий Федорович Волков 1982—2000 ҫулсенче Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче ачасене физкультура пӗлӗвӗ панӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Татьяна Ивановна Александровка тӗп шкулӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хастар хӗрарӑм-спортсмен районти, республикӑри тупӑшусене тӑтӑшах хутшӑннӑ. Вӗренекенсене те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хӑнӑхтарса ӳстернӗ. «Ачасем — паянхи кун хӑнисем, ыранхи пурнӑҫ хуҫисем. Вӗсем сывлӑхлӑ ӳсчӗр тесе тӑрӑшасси, пирӗн, вӗрентекенсен, тата ашшӗ-амӑшӗн, тивӗҫӗ», — тет вӑл.

Спортпа туслӑ тепӗр ҫемье вӑл — Давыдовсем. Галина Ивановна Канашри педагогика училищине 1978 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Мӑшӑрӗпе, Анатолий Клементьевичпа, вӗсем Хирти Явӑш шкулӗнче ачасене нумай ҫул пӗлӳ панӑ. Ку ҫемьере те спорт хисеплӗ вырӑн йышӑнать. Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсен ҫемье команди  1996—1999 ҫулсенче республикӑри «Спорт ҫемйи» тупӑшура малти вырӑнсем йышӑннӑ. 2001, 2002, 2003 ҫулсенче вара «Советская Чувашия» хаҫат ирттерекен ӑмӑртусенче ҫемьесем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. 2000 ҫулта Пӗтӗм чӑваш олимпиадинче те Давыдовсем ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Вӗсен ачисем те, Людмилӑпа Владимир, Канашри педколледжра пӗлӳ илнӗ.

«Ашшӗ-амӑшӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырать пулсан, вӗсен ачисем те ҫав ҫулпах утаҫҫӗ», — пӗлтереҫҫӗ Давыдовсем.

Хамӑрӑн педагогсен ҫемйине те спортпа туслӑ теме пултаратӑп. Манӑн асанне те, Галина Андреевна Мамуткина (Ижеева), 1968 ҫулта Канашри педагогика училищинче, аннепе атте Любовь Владимировнӑпа Андрей Фирсович та 1994—1995 ҫулсенче педагогика колледжӗнче пӗлӳ пухнӑ. Вӗсен пурнӑҫӗнче те спорт тӗп вырӑнсенчен пӗрне йышӑнать. Атте вӗренӳ заведенине пӗтернӗренпех Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче ачасене физкультура предмечӗпе пӗлӳ парать. Вӑл — аслӑ категориллӗ вӗрентекен, ӑна хастар ӗҫшӗн РФ тата ЧР Вӗрентӳ министерствисен наградисене те парса чыс тунӑ. Пирӗн ҫемье команди 2013 ҫулта республикӑри конкурсра «Чи туслӑ ҫемье» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Эпир Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкарта 2008 ҫулта иртнӗ «Спорт ҫемйи» конкурса хутшӑнса призерсем пулса тӑтӑмӑр.

Канашри педагогика колледжне пӗтернисем паянхи кун та округри шкулсенче ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ачасене тарӑн пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас тесе  ҫине тӑраҫҫӗ.

Артем МАМУТКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *