Понедельник, 24 июня

Халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ

Халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ

Халӑх юрри — мӑн асаттесен ӑрусене ҫыхӑнтаракан йӑли-йӗрки, пурнӑҫ опычӗ урлӑ сӑнарланса искусствӑра упранса юлакан пурлӑх. Шел пулин те, хальхи вӑхӑтра халӑх юрри-ташшине астӑвакан, уявсенче юрлакан ҫын сахал. Фольклор ансамблӗсене ҫӳрекенсем те — аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем тата культура ӗҫченӗсем ҫеҫ. Ҫамрӑксем хальхи музыкӑна итлеме тата ун ҫемми май авкаланма кӑна пултараҫҫӗ. 

 Халӑхӑн иксӗлми пултарулӑхне манӑҫа кӑларас мар, аслисем ҫамрӑксене ҫак ӑсталӑха вӗрентсе хӑварма пултарччӑр тесе  Чӑваш Республикин  Социаллӑ  фончӗн Комсомольскинчи клиент служби ҫумӗнчи аслӑ ӑрӑвӑн «Кӗмӗл ӳсӗм» центрӗнче ҫак кӗҫнерникун чӑваш халӑх юррисемпе ӑсталӑх класӗ ирттерчӗҫ. «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн ертӳҫи, ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ  Владимир Павлов тата ушкӑна ҫӳрекен арҫынсем авалхи йӑла-йӗрке пирки калаҫу пуҫарчӗҫ, ҫӗнӗ хӑта, Мӑнкун, хӑна юррисене шӑрантарчӗҫ. Пухӑннисем те хуткупӑс ҫеммипе вӗсене юрлама хӑнӑхрӗҫ, ача-пӑча чухне ку юрӑсене уявсенче  илтнине аса илчӗҫ.

РФ Социаллӑ  фончӗн Комсомольскинчи клиент службин начальникӗ Надежда Юманова  тата мастер-класа хутшӑннӑ хӗрарӑмсем вырӑнти артистсене тав сӑмахӗсем каларӗҫ, татах та килсе ҫӳреме ыйтрӗҫ.

Ял ҫыннисем пахча ӗҫӗнчен пушанса пыраҫҫӗ. Ҫавна май «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗ кӗрхи уйӑхсене пуян программа йӗркеленӗ. Ҫитес занятисенче вырӑс халӑх юррисемпе, чӑваш ташшипе, театр искусствипе мастер-классем пулӗҫ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *