Округ пуҫлӑхӗ – Н.Н.Раськин

Сентябрӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ округри депутатсен Пухӑвӗн ларӑвӗн кун йӗркинче пӗр ыйту, Комсомольски муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхне суйласси, пулчӗ.

Маларах округ пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнма кӑмӑл пур кандидатсен конкурсӗ пулса иртнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсемпе конкурс председателӗ, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров паллаштарчӗ. Конкурсра икӗ кандидат пулнӑ: Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.Н.Раськин тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Е.Н.Савельев. Комисси вӗсем иккӗшӗ те тивӗҫлӗ кандидатсем пулнине палӑртнӑ.

Суйлав пуҫланиччен депутатсем икӗ кандидата та сӑмах пачӗҫ, округа аталантарас енӗпе пурнӑҫлама палӑртнӑ тӗллевӗсемпе паллаштарма ыйтрӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ю.А.Попов тата ыттисем те кандидатсем пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ.

Депутатсем уҫҫӑн сасӑласа пурте Н.Н.Раськиншӑн алӑ ҫӗклерӗҫ. Ҫапла вара малашне Комсомольски муниципаллӑ округне Николай Никандрович Раськин ертсе пыма пуҫлӗ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, чылай вӑхӑт ҫарта службӑра тӑнӑ. Патӑрьел ял администрацийӗн пуҫлӑхӗнче, Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Пирӗн округра ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.

Ҫӗнӗ пуҫлӑха малтанах В.В.Петров министр саламларӗ, ӗҫре ӑнӑҫусем сунчӗ. Салам сӑмахӗсемпе округри депутатсен Пухӑвӗн Председателӗ С.Н. Грачева, ЧР Патшалӑх Канашӗн  депутачӗ П.С.Краснов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, халӗ округӑн обществӑлла палатин председателӗ К.С.Мифтахутдинов, депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.М.Мансуров, Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Г.Кузьмин тухса калаҫрӗҫ, йывӑр «лава» ҫирӗппӗн туртса пыма вӑй-хал сунчӗҫ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *