Чун уҫҫи – алӑ ӗҫӗ

Пирӗн тӑрӑхра илеме курма, ӑна туйма тата упрама пӗлекен чылай. Вӗсем кашниех хӑйсем валли чун киленӗҫӗ тупнӑ. Кам ҫыхать, кам тӗрлет, кам ҫеҫкесем ӑсталать… Паянхи кун пурнӑҫпа тан утса, ҫӗнӗ материалсемпе усӑ курса темӗн те пӗр ӑсталакан та тӗл пулать. Сӑмахӑм вара Ҫӗнӗ Мӑратра ҫуралса ӳснӗ, халӗ Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче пурӑнакан Валентина Васильевна Самаркина пирки.

Маттур та пултаруллӑ хӗрарӑма пирӗн округра кӑна мар, республикӑра та пӗлеҫҫӗ. Валентина Васильевна алӑ ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пӗр мероприятирен те юлмасть. Кашнинчех хӑйӗн ӗҫӗсенчен тӗрлӗ композици йӗркелесе выставкӑсене хутшӑнать. Унӑн ӑсталӑхне кашниех тӗлӗнсе сӑнать, илеме курса савӑнать. Сӗтелӗ ҫинче вара мӗн кӑна ҫук-ши… Ҫыхнӑ чечексем карҫинккара, вазӑра вырнаҫнӑ, тӗрлӗ эрешлӗ салфеткӑсем, хӑйне евӗр тӗрӗллӗ япаласем, капронран ӑсталанӑ чечексем, ҫипрен тата джутран тунӑ тӗрлӗ халӑх пуканисем. Хӑйне валли ҫӗлеттернӗ чӑваш кӗпине те Валентина Васильевна хӑех тӗрлесе хитрелетнӗ.

Валентина  ӳснӗ вӑхӑтра хӗрсем пурте алӑ ӗҫӗ тунӑ, качча кайма харпӑр хӑй валли тупра хатӗрленӗ. Хӗрачана тӗрлеме, ҫыхма тата ытти ӗҫе тума юратнӑ амӑшӗ хӑнӑхтарнӑ. Чечексем ӑсталама та ҫывӑх ҫыннинченех вӗреннӗ. Амӑшӗ мунчала пӗветсе тата фольгаран веноксем туса панине лайӑх астӑвать Валентина Васильевна.

Нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗскер шкултан вӗренсе тухсассӑн фермӑра дояркӑра ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярах Комсомольскинче райпо ҫумӗнче сутуҫӑсем хатӗрлекен курса пӗтернӗ. 8 ҫул суту-илӳре тӑрӑшнӑ, туянакансене тӗрлӗ тавар сӗннӗ. Кайран та фермӑна ӗне сума ҫӳренӗ, лаборанткӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.

1982 ҫулта Тӑманлӑ Выҫли ялне сутуҫӑра ӗҫлеме килсен пулас мӑшӑрӗпе, Владимир Пантелеймоновичпа, паллашать. Туйӑмсене тӗрӗслеме нумай вӑхӑт кирлӗ пулман ҫамрӑксене, часах ҫуллахи ӑшӑ кун ҫемье ҫавӑрнӑ. Палӑртса хӑвармалла, Валентина Васильевна упӑшкин килне тӗрӗллӗ нумай япалапа килнӗ. Самаркинсем виҫӗ хӗре ҫут тӗнче парнеленӗ. Шел пулин те, аслӑ хӗрӗ чирлесе ӗмӗрлӗхех  куҫне хупнӑ. Наташа Канашри медицина училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн больницӑра медсестрара ӗҫлет. Кӗҫӗнни, Ирина, Шупашкарта культура училищинче пӗлӳ пухать. Ҫемье ҫавӑрнӑскер Ҫурҫӗрте пурӑнать. Мӑшӑрӗпе пӗрле УФСИН тытӑмӗнче тӑрӑшаҫҫӗ. Юратнӑ кукашшӗпе кукамӑшне икӗ мӑнукӗ — Степанпа Арсений — савӑнтараҫҫӗ.

Хӗллехи вӑрӑм каҫсене Тӑманлӑ Выҫли ялӗн хӗрарӑмӗсем пӗрре те ахаль ирттермеҫҫӗ. Мӑшӑрӗсем Мускава ӗҫлеме тухса кайсан пӗр-пӗрин патӗнче пуҫтарӑнса ларса алӑ ӗҫӗ тӑваҫҫӗ, ҫӗннине вӗренме тӑрӑшаҫҫӗ. Самаркинсем кӳршисемпе туслӑ пурӑнаҫҫӗ, пур ӗҫе те пӗрле тӑваҫҫӗ. Ӗҫлеме кӑна мар, канма та яланах пӗрле. Тутлӑ кукӑльсем пӗҫерсе пӗр-пӗрне сӑйлама та ӳркенмеҫҫӗ.

Самаркинсен кил-ҫуртне тата пахчине илем кӳрсе тӑракан чечек питӗ нумай. Вӗсем кашниех хӑй вырӑнӗнче. Пахчине тухсассӑн тӗрлӗ тӗслӗ ҫеҫке куҫа илӗртет. Вӗсене кил хуҫи хӗрарӑмӗ ахаль ҫеҫ акса тата лартса тухман, пуринчен те тӗрлӗ композици евӗр йӗркеленӗ. Пӗр йывӑҫӗ тавра герань чечекӗсене илемлӗн вырнаҫтарнӑ. Унтан инҫех мар хӑйсем ӑсталанӑ пусӑ пур. Тепӗр йывӑҫ айӗнче кӳлӗ евӗр тунӑ материал ҫинче акӑшсем ишсе ҫӳреҫҫӗ, йӗри-тавра тӗрлӗ тӗслӗ чечек ӳсет. Мӗн тӗрлӗ кӑна ҫеҫке ҫук-ши Самаркинсен пахчинче, вӗсене пурне те асӑнса та пӗтереймӗн — георгин, сальвия, роза, цинния, бархатцы, виола, лобелия, рудбекия, лаватера… Чечек тата улма- ҫырла калчисене Валентина Васильевна пурне те хӑй ӳстерет. Вӗсене кӳрши-аршине те хатӗр- лесе парать.

Ӗҫре пултаруллӑскер юрра-ташша та ӑста. Уҫӑ саслӑскер пур концерта та хастар хутшӑнать.

— Пирӗн кӳршӗ чӑннипех те питӗ пултаруллӑ ҫын. Пӗтӗм ӗҫе юратса тума унӑн туртӑмӗ пысӑк.  Самаркинсем хӗрӗсене тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Пулӑшу аллине тӑсма та яланах хатӗр вӗсем. Пирӗн кӳршӗ радиопа ҫыртаракан чӑваш диктантне кашни ҫулах ҫырса пӗлӗвне тӗрӗслеме те ӳркенмест. Ӑна вӑл яланах аван ҫырать, — ырӑпа асӑнса палӑртрӗ Татьяна Шингалова, Самаркинсен кӳрши.

«Ӗҫне кура — хисепӗ», теҫҫӗ. Чӑнах та, Валентина Васильевнӑна тӑрӑшулӑхне пула ал ӑстисен фестиваль-конкурсӗсене хутшӑннӑшӑн  пӗрре мар Хисеп хучӗсемпе чысланӑ. Илеме курма, туйма пултаракан ҫынсем чӑннипех те чунӗпе пуян.

Анна МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *