Воскресенье, 19 мая

Ачасем ҫул ҫинче инкеке ан лекчӗр

Ачасем ҫул ҫинче инкеке ан лекчӗр

Хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗсем! Тӗпренчӗкӗрсене ҫул ҫине тухсан тимлӗ пулмалли пирки тӑтӑшах аса илтерни пӗртте ытлашши мар. Ачасем кулленех ҫуран ҫӳрекенсем е пассажирсем пулса тӑраҫҫӗ-ҫке. Ҫавӑнпа та вӗсене куҫран ан вӗҫертӗр, асӑрхасах тӑрӑр.

Велосипедистсем тата скутерпа (мопедпа) ярӑнакан ачасем — ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансем. Ҫулсем ҫинче велосипед тытса пыма 14 ҫултан аслӑрах ҫынсене ирӗк панӑ, скутерпа е мопедпа вара — «М» категориллӗ водитель удостоверенийӗ пур пулсан тата 16 ҫула ҫитсен ҫеҫ ҫӳреме юранине  асра тытмалла. Транспортӑн асӑннӑ тӗсӗсене тытса пынӑ чухне водительсемпе пассажирсен мотошлем тӑхӑнмалла, вӗсене ҫаклатмалла. Руль умне мотошлемсӑр ларнӑшӑн 1000 тенкӗ административлӑ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Водитель удостоверенийӗсӗр скутер е мопед ҫине ларса тухнӑшӑн 5000 тенкӗрен пуҫласа 15000 тенкӗ таран штраф кӗтет. Транспорт хатӗрӗпе ҫӳреме ирӗк илмен ҫынна руль шанса пани хуҫинчен 30000 тенкӗлӗх административлӑ штраф шыраса илме хистет.

ГИБДД уйрӑмӗ ҫул ҫинче е ун ҫывӑхӗнче ачасене асӑрхасан водительсене уйрӑмах тимлӗ пулма ыйтать. Ачасем ҫывӑхра пыракан транспорт умне кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа хӑ- вӑртлӑха чакарма сӗнетпӗр е ачасене ҫул урлӑ каҫма май туса парса чарӑнӑр. Ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнӑр, ҫакӑ округри урамсемпе ҫулсем ҫинче хӑрушсӑрлӑха  тивӗҫтерме май парӗ, инкек-синкекрен упрӗ.

Алексей МАТРОСОВ,

ГИБДД уйрӑмӗн инспекторӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *