Пятница, 12 апреля

«Артекра» канма путевка ҫӗнсе илнӗ

«Артекра» канма путевка ҫӗнсе илнӗ

Пӗтӗм тӗнчери «Артек» ача-пӑча центрне вӗренӳре, спортра, искусствӑра е общество пурнӑҫӗнче хастаррисем канма кайма тивӗҫнине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Хура Тинӗс хӗрринчи лагерьте канма, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ҫитнӗ тантӑшӗсемпе хутшӑнма Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи чылай шкул ачи те пултарнӑ. Акӑ, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче вӗренекен Ваня Филиппов нумай пулмасть «Артекран» таврӑнчӗ.

«Большая перемена» конкурс — шкул ачисене тӗрлӗ енчен палӑрма пулӑшакан проект. Кӑҫал Ваня ҫак конкурса пӗрремӗш хут хутшӑннӑ. Вӑл ҫур ҫула яхӑн тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Ҫителӗклӗ балл пухнӑ хыҫҫӑн тепӗр тура куҫма пултарнӑ. Ҫапла Ваня пур ӗҫе пурнӑҫласа финала тухнӑ. Конкурса хутшӑннисенчен 700 ачана суйласа илнӗ. Вӗсен шутӗнче пирӗн округӑн пултаруллӑ вӗренекенӗ Ваня Филиппов та пулнӑ. Ҫӗнсе илнӗ путевкӑшӑн проекта йӗркелекенсем  тӳленӗ.

Хура тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ лагерьте маттур каччӑ 20 кун тӗрлӗ енчен аталаннӑ, тулли кӑмӑлпа каннӑ, тинӗсре шыва кӗнӗ. Отрячӗпе пӗрле квестсене, конкурссене, мероприятисене хутшӑннӑ тата вӗсене йӗркелеме пулӑшнӑ. Кӑҫалхи финалӑн теми «Раҫҫейпе мӑнаҫланатӑп!» ятлӑ пулнӑ. Ку тема пуриншӗн те ҫывӑххине тавҫӑрса илме йывӑрах мар пулӗ. Ваня «Артекран» та ҫӗнӗ япала вӗренсе килнӗ. Вӗсене чулсемпе ӗҫлеме вӗрентнӗ.

Пултаруллӑскер ҫулҫӳревре пулма та кӑмӑллать. Вӑл хальлӗхе Мускавра, Севастопольте, Симферопольте пулса курма ӗлкӗрнӗ. Унӑн тепӗр ӗмӗчӗ — Тутарстанра вырнаҫнӑ Иннополиса ҫитсе курасси. Ҫак ҫунатлӑ ӗмӗт пурнӑҫланасса шансах тӑрӑпӑр. 

Ваня шкулти пур предмета та юратса вӗренет, уроксене тӗплӗн хатӗрленет. Тӑрӑшулӑхне кура унӑн тавракурӑмӗ те, пӗлӗвӗ те  ӳссех пырать. Маттурскер «5» паллӑпа ҫеҫ вӗренет, предмет олимпиадисенче ҫӗнтерӳҫӗ ятне пӗрре мар тивӗҫнӗ. Шкулта иртекен тӗрлӗ курнкурса, акцие хаваспах хутшӑнать. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче йӗркеленӗ «Шырав» отряда ертсе пырать. Пултаруллӑ арҫын ача паянхипе кӑна лӑпланса лармасть — яланах ҫӗнӗлӗх анине уҫӑмлатать.

Кӗнекесем унӑн чи ҫывӑх тусӗсем тесессӗн те йӑнӑш пулмӗ. Вӗсене вулама, тишкерме юратать. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче те 7 кӗнеке вуласа тухма ӗлкӗрнӗ Ваня. Вӗсенчен чи килӗшекеннине те палӑртса хӑварчӗ. Вӑл — Райнельт Франц ҫырнӑ «Австрия. Полная история страны». Ытларах биологи, информатика, истори предмечӗсемпе кӑсӑкланать. Ҫавӑнпах пулӗ ӳссен биоинформатик профессине алла илме ӗмӗтленет. Хӑйӗн умне лартнӑ тӗллевӗ патне ҫирӗппӗн утать. Ҫуллахи каникула туллин канса, кӗнеке е статья вуласа тата ашшӗпе амӑшне килти ӗҫсене тума пулӑшса ирттерет.

Чӑннипех те, кашни ача, вӗренекен тӗрлӗ енчен пултаруллӑ. Ваньӑран тӗслӗх илер, «Артекра» пулса курма ӗмӗтленер.

Елена АТАМАНОВА,

 Анна МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *