Пурте тӑрӑшнипе ӗҫ ӑнса пычӗ

Пурте тӑрӑшнипе ӗҫ ӑнса пычӗ

Тӗрӗсрех каласан, больницӑна ниме меслечӗпе тунӑ тесен те юрать. Ҫулталӑк тӑршшӗпех стройтрест хӑйӗн ытлашши стройматериалӗсене больница тума паратчӗ, вӗсене хамӑр районти «Сельхозтехника» машинисемпе турттартӑмӑр. Ӗҫ алли ҫитмесен районти колхозсем стройкӑна ҫынсем уйӑрса паратчӗҫ. Больницӑн тӗп корпусӗ малтанхи проектпа икӗ этажлӑ пулмаллаччӗ, 1981 ҫулта, шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, 3 хутлӑ тума палӑртрӑмӑр. Ун чухнехи район ертӳҫисем — парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ П.И.Мужиков тата райӗҫтӑвком председателӗ П.Н.Никитин — стройкӑна ҫитсе ӗҫсем мӗнле пынипе тӑтӑшах кӑсӑкланатчӗҫ.

Мана 1980 ҫулхи март уйӑхӗнче райӗҫтӑвком председателӗн строительство енӗпе ӗҫлекен заместительне суйланӑччӗ, маларах — район Совечӗн депутатне те. 1984 ҫулхи сентябрьчченех ҫак ӗҫре тӑрӑшрӑм, ҫавӑнпа та мана больница ҫуртне тунӑ ҫӗре тӳрремӗнех хутшӑнма тиврӗ. Ҫак ӗҫе кӳлӗнсенех мана район ертӳҫи П.И.Мужиков кунне 3 хутчен больница тунӑ ҫӗрте пулма, кирлӗ ыйтусене ҫийӗнчех татса пама хушрӗ. Тепӗр чух вӑл стройкӑра райком секретарӗпе З.К.Артюшкинӑпа та пулма тиветчӗ. Стройкӑна кашни кунах 4—5 машина хӑйӑр кирлӗччӗ, транспорт тивӗҫмен чухне районти колхозсен автомашинисем ҫула май хӑйӑр кӗртсе хӑваратчӗҫ. 

Тепӗр самант асран тухмасть. Строительсем пулас палатӑсен урайне бетон ҫинех линолеум хурасшӑнччӗ. Тен, ун чухне ӑшӑтмалли материалсем ытлах пулман  та пулӗ. Петр Иванович ҫирӗп сӗнсе каланипе, районти пур колхоз та урай валли 10-шар кубла метр хыр хӑмасем парса пулӑшрӗҫ.

Ҫакна та палӑртса хӑварас килет: кирек мӗнле япала та ҫынсем килӗштерсе ӗҫленинчен нумай килет. Эпир те шефсемпе, 1-мӗш стройтрест ертӳҫисемпе, ҫыхӑнӑва кирлӗ шайра тытса тӑраттӑмӑр. Эрне вӗҫӗнче хамӑр пата чӗнсе илсе нумай ыйтӑва татса пама тӑрӑшаттӑмӑр, юлташла хӑна туни те вырӑнлӑ пулнӑ. Ку енӗпе ун чухнехи «Алга» колхоз председателӗ Г.Г.Апраков нумай пулӑшатчӗ.

Тунӑ ӗҫсен калӑпӑшне шута илсе  республикӑн Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерстви ҫулталӑк вӗҫӗнче стройтреста укҫа куҫарса паратчӗ. Ку ыйтусемпе кӗрсен Н.Г.Григорьев министр яланах йышӑнма май тупма тӑрӑшатчӗ, хӑйне пур чухне те кӑмӑллӑ тытатчӗ.

1983 ҫулта, больница тӑвас ӗҫсен вӗҫӗ курӑнма пуҫласан, питӗ йывӑр ыйту сиксе тухрӗ. Санитарипе эпидемиологи ыйтӑвӗсене саккунпа килӗшӳллӗн хытарнӑ пирки, больницӑн шӗвек каяшӗсене тасатакан ятарлӑ ҫуртне тумалла пулса тухрӗ. Унсӑрӑн больницӑна хута яма ирӗк памаҫҫӗ. Проект та, нимӗнле ятарлӑ материалпа оборудовани те ҫук.  Ку ыйтусене Мускавсӑр татса параймӑн, малтанах пӑхса хуман пирки республика шайӗнче кирлӗ япала та тупаймӑн.

Район ертӳҫисемпе тата строительсемпе канашласа Шупашкарти проектсем тӑвакан института каяшсене тасатакан ятарлӑ ҫуртӑн проектне васкавлӑн хатӗрлеме ыйтрӑмӑр. Унпа килӗшӳллӗн, кирлӗ оборудовани уйӑрса пама ыйтса Раҫҫей Федерацийӗн Госснаб ертӳҫисем патне Комсомольски парти райкомӗпе райӗҫтӑвкомӗ ятӗнчен ҫырупа тухрӑмӑр. Ҫырӑвне хатӗрлеме те, Мускава кайма та хамӑнах тиврӗ. Ун чухне тӗп хулана кучченеҫсӗр кайман, эпӗ те хамӑр республика ҫинчен кӑларнӑ хитре кӗнекесем тата больницӑн тӗп врачӗ В.В.Лаврова парса янӑ кучченеҫе илсе кайрӑм. Мускава ҫитсен Шурутран тухнӑ юлташ, ВДНХри экспонатсен управленийӗн начальникӗ Геннадий Платонов патне кӗтӗм, вӑл мана хӑйсен шутӗнчен шӗвек каяшсем уҫлакан пӗчӗкрех насус тупса пачӗ. Ӑна каялла таврӑннӑ чухне пассажир поезчӗпех Канаша илсе ҫитрӗм, кайран ӗҫри «УАЗ» машинӑпа Николай Павлов водительпе — вырӑна ҫитиччен. Ҫавӑн чух Госснабӑн Мускаври хими оборудовани пайӗнче ӗҫлекен хӗрарӑмсемпе пӗр сӑмах тупма май килчӗ. Вӗсем мана ҫав больницӑран тухакан тасамарлӑха ку енчен аслӑ (федераллӑ) ҫул урлӑ ҫӗр айӗнчен хӑвалама ЦМК-16-27 питӗ хӑватлӑ насус, 50 кубла метр таса мар шӗвек йышӑнакан икӗ савӑт (емкость) тупса пачӗҫ. Анчах та ҫак япаласем пурте тӗрлӗ ҫӗртеччӗ: насусӗ — Молдавири Кишинев хулинчи ҫар заво дӗнче, пӗр савӑчӗ — Тутар Республикинчи Нурлат хулинче, тепри — Узбекистанри Бухарара. Мӗнле йывӑр пулсан та, унти ҫынсемпе телефонпа калаҫса   килӗшсе савӑчӗсене чукун ҫулпа Шупашкара ҫитерсе пама ӳкӗте кӗртрӗм. Шупашкартан вӗсене районти «Сельхозтехника» уйрӑмӗн пысӑк машинисемпе вырӑна илсе ҫитертӗмӗр.

Кишинев хулинчи хупӑ ҫар заводне ун чухнехи СССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗпе, хамӑр районти «Красный  Октябрь» колхоз председателӗпе В.А. Арсентьевпа  кайса  килме тиврӗ. Самолет ҫине билет илме ҫӑмӑл пултӑр тесе аякри хулана депутатпа пӗрле вӗҫрӗмӗр. Сӑмах май каласан, В.А.Арсентьев ҫӳллӗ шайри депутат пулнӑ чухне тӑван районта, хӑйсен колхозӗнче нумай ӗҫ тума пулӑшнине те палӑртса хӑвармалла. Район центрӗнчи 3 хутлӑ гостиница ҫуртне вӑл пулӑшнипех тума пуҫлама май килнине те астӑватпӑр-ха.

Ҫав хӑватлӑ насуса Молдавирен илсе килни те кӑсӑклӑ пулса тухрӗ. Ирхине Мускав урлӑ тухса кайса каҫа хирӗҫ Кишинева ҫитрӗмӗр. Гостиницӑра ҫӗр каҫса ирхине хупӑ  ҫар завочӗн директорӗ патне лекрӗмӗр. Мускавран панӑ хутсене кӑтартса (Госснабӑн нарячӗсене) насуса илтӗмӗр. Анчах ҫак пысӑк, йывӑр япалана Комсомольскине мӗнле илсе килмелле-ха? Кунта Турӑ пулӑшрӗ тесен те йӑнӑш мар. Завод директорӗ патӗнче ларнӑ чух унта Шупашкарти 9-мӗш ПМК (ун начальникне Папулин юлташа эпӗ аван пӗлеттӗм) машини те япаласем илме пынине пӗлтӗмӗр. Вӗсемпе килӗшсе тӳлемесӗрех, шантару хучӗ парса хӑварнипех, хамӑра кирлӗ насуса тиесе ятӑмӑр. Ун чухне ҫӗршывӗпех ҫынсем пӗр-пӗрне шанса тӑнинчен халь те тӗлӗнме пулать. Пӗр эрнерен пирӗн насус Шупашкара ҫитнӗ, ҫул ҫинче машини пӑсӑлса ларнӑ пулнӑ-мӗн. Ҫак пысӑк виҫӗ япалана 1984 ҫулта ҫуллаччен пурне те кӳрсе килтӗмӗр. Больницӑн каяш шывӗсене тасатмалли ҫуртне ҫулталӑк вӗҫленес умӗн туса пӗтерчӗҫ. Эпӗ ӑна кураймарӑм, ҫав ҫулхи сентябрьте мана партин Горький хулинчи аслӑ шкулне вӗренме ячӗҫ. Паян та ҫав объект аван ӗҫлени савӑнтарать.

 Ватӑлман, кивелмен япала ҫук. Туса пӗтерсенех пирӗнни пек лайӑх больница ҫурчӗ ҫывӑхри районсенче тек пулман теме те юратчӗ. Анчах унтанпа 40 ҫула яхӑн вӑхӑт иртрӗ, кивелме пуҫланӑ район больницин ҫурчӗсене пӗрре мар юсама тиврӗ. Сыватмӑш паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтертӗр тесе тӗп врачра ӗҫленисем нумай тӑрӑшнине палӑртмалла.  Хальхи вӑхӑтри тӗп врач И.И.Ефремова та больницӑн ҫурчӗсене тивӗҫлӗ шайра тытса тӑрас тесе нумай вӑй хурать. Тӗп больница ӗҫченӗсем сыватмӑша тирпей-илем кӗртессишӗн чӑнах та нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем патне пыракан чирлӗ ҫынсене кӑмӑллӑн кӗтсе илме, вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетме хатӗр пулнине те палӑртса хӑварас килет. Пуриншӗн те ҫӑмӑлах мар вӑхӑтра пирӗн пӗр-пӗрне хисеплеме, ӑнланма тӑрӑшасчӗ, больница ӗҫченӗсене тав сӑмахӗ калама та манас марччӗ.

Асаилӳсене ҫырнӑ чух хамӑн ӗҫӗм пирки мар, урӑххипе ҫыхӑннӑ виҫӗ тӗп шухӑша ытларах палӑртас килчӗ. 1). Больницӑн ҫӗнӗ ҫурчӗсене тунӑ чухне районти пӗтӗм колхоз, «Сельхозтехника» предприяти, вӗсен ертӳҫисем тата район ҫыннисем хутшӑннине каласа хӑварасшӑн. 2). Вӑл вӑхӑтра уйрӑм район ыйтӑвӗсене пӗтӗм ҫӗршыв шайӗнче татса пама, май килнӗ таран пурте пулӑшма хатӗр пулнине те палӑртмалла. 3). Пысӑк строительство ӗҫӗ нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман, уйрӑмах район больници пек  социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем. Ертӳҫӗсен пӗтӗм вӑйне хурса ӗҫлеме тивнӗ, вӗсем халӑхшӑн тӑрӑшассине тӗп вырӑна хунӑ. Сӑмах май, паян район центрӗнчи тасатмалли сооруженисен проектне 5—6 ҫул хушшинче те тӑвайманни нумай ҫынна тӗлӗнтерет.

Юлашкинчен район больницин паллӑ юбилейӗ ячӗпе унта ӗҫлекенсене, медицина ветеранӗсене саламласа ырлӑх-сывлӑх сунас килет.

                                           Геннадий ДЛИНОВ,

педагогика ӗҫӗн ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *