Ӑшӑ сӑмах, ырӑ кӑмӑл – малти вырӑнта

Ӑшӑ сӑмах, ырӑ кӑмӑл – малти вырӑнта

Больницӑра пулнӑ май, коллектив учрежденин 85 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленнине пӗлтӗм. Хута кайнӑранпа больница ҫӗнӗ корпуссемпе пуянланнӑ, йывӑҫран тунӑ пӗчӗк лапчӑк ҫуртсем вырӑнне кирпӗчрен капмаррисем  хӑпартса лартнӑ. Вӗсенче сиплев ӗҫне лайӑхлатма кирлӗ оборудовани, тӗрлӗ аппаратсем вырнаҫтарнӑ. Тухтӑрсен, медицина сестрисен пӗлӗвӗ, тавракурӑмлӑхӗ, ӑсталӑхӗ пӗрмаях ӳссех пырать.

Эпӗ больницӑри иртнӗ ҫулсенчи улшӑнусем пирки чарӑнса тӑрасшӑнах мар, паян ун сукмакне кунсерен такӑрлатакан ӗҫченсем пирки ӑшӑ сӑмахсем каласшӑн. Акӑ, сӑмахран, коллектив ӗҫне тӗп врач Инна Ефремова пӗлсе ертсе пырать. Сиплев учрежденийӗнчи шӑл сиплекенсен ӗҫӗ ҫинчен паян уйрӑммӑн чарӑнса тӑрасшӑн. Вӗсене уйрӑм заведующийӗ Татьяна Дудкина ертсе пырать. Коллективри кашни ӗҫченӗн аллисем ылтӑн тесех каламалла. Нурзиде Фарахиева шӑл врачӗ, Олег Филиппов врач-ортопед, Рамиле Багманова, Ильсиер Галялетдинова, Гузель Гафурова, Альмира Камалетдинова, Гульшат Шарафутдинова, Любовь Семенова медицина сестрисем, Ринат Самкин врач, шӑл техникӗсем Ирина Орешкинапа Людмила Васильева хӑйсен ӗҫне чӑннипех те пӗлсе, юратса тӑваҫҫӗ, ӑсталӑхӗпе кашни пациента тивӗҫтермелле ӗҫлеҫҫӗ. Пурне те асӑнса хӑвараймарӑм пулсан каҫару ыйтатӑп.

Шурӑ халатлӑ ӗҫченсене больница юбилейӗпе чун-чӗререн саламлатӑп. Вӗсене вӑхӑтра панӑ пулӑшушӑн чӗререн тав тӑватӑп, кулленхи пурнӑҫра ӑнӑҫу, тулли телей сунатӑп.

Федаил РАХИМЗЯНОВ,

РФ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ.

Урмаел ялӗ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *