Понедельник, 22 апреля

Ӗмӗрне ӗҫре ирттернӗ

Ӗмӗрне ӗҫре ирттернӗ

Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакан Н.Г.Семенова тӑванӗсем, тус-юлташӗ, пӗлӗшӗсем 70 ҫулхи юбилейӗпе саламларӗҫ. Николай Германовичӑн хӑй ҫак ҫула ҫитнине ӗненес те килмест. Вӑхӑт ытла та хӑвӑрт иртнӗн туйӑнать. Тӗплӗнрех шутлать те, пӗтӗм пурнӑҫӗ кинопленка ҫинчи кадрсем пек мӗлтлете-мӗлтлете иртет.

Тин ҫеҫ ачаччӗ вӑл. Шкултан таврӑнса килти ӗҫсене тунӑ хыҫҫӑн  хӗл кунӗсенче ҫунашка сӗтӗрсе тӑвайккинчен ярӑнма тухатчӗ.  Комсомольскинчи вӑтам шкула тантӑшӗсемпе ҫуран утнине ӑҫтан манса кайӑн; Малалла вӗренес шухӑшӗсем те пурччӗ унӑн. Анчах та ҫемьери йывӑр лару-тӑрӑва пула ку ӗмӗте пурнӑҫлама май килмен. Ашшӗ вӑрҫӑ инваличӗччӗ, ялти хуҫалӑха тытса пыракан кирлӗ. Коля пӗртен-пӗр ывӑл. Мӗн ачаранах ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса   ӳснӗскер, пӗр шутласа тӑмасӑр Ҫӗнӗ Шӑхранти сысна фермине ӗҫе кӗрет. Салтак ҫулӗ ҫитсен Н.Семенова ҫара илеҫҫӗ. Вӑл службӑна Польша ҫӗрӗ ҫинче, танк ҫарӗсенче ирттерет. Чӑваш каччи хӑйне пур енӗпе те лайӑххине ҫеҫ кӑтартать.

Яла таврӑнсан хула пурнӑҫӗ илӗртмест ӑна. Каччӑ каллех сысна ферминче тӑрӑшма пуҫлать. Коллективра кӗске вӑхӑтра ырӑ ят ҫӗнсе илет. Шаннӑ ӗҫе вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ май ҫитӗнӳсем те пулаҫҫӗ. Вӑл ҫулсенче фермӑра ӗҫлеме ҫӑмӑл пулман.  Пурне те алӑ вӑйӗпе тума тивнӗ. Витесем кивӗ, йӗпе-сапара пылчӑк ҫӑрӑлать… Ҫав вӑхӑтри йывӑрлӑхсене аса илет те Николай Германович, хӑй сисмесӗрех ассӑн сывласа ярать. Темӗнле хӗн пулсан та чӑтнӑ. Канмалли кунсене, уявсене, ҫанталӑк  мӗнле пулнине  пӑхмасӑр фермӑналла утнӑ. Ҫамрӑк пулнӑ та, ывӑннине пӗлмен. Ял ачи ӗҫе мӗн пӗчӗкрен ӳрӗк-сӳрӗк тума хӑнӑхман та, кирек мӗнле пулсан та хушнине вӑхӑтра та тӗплӗ пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ.

1983 ҫулта Н.Семенов Ҫӗрпӳри совхоз-техникума куҫӑн мар майпа вӗренме кӗрет. Унта пӗлӳ пухса техник-электрик специальноҫне илет. Пултарулӑхне кура Николай Германовича 1984 ҫулта Ҫӗнӗ Шӑхранти сысна фермин заведующийӗ пулма шанаҫҫӗ. Нумай ҫул ку отрасльте тӑрӑшнӑскер, фермӑри ӗҫе пӗлсе йӗркелесе пырать. Коллективпа пӗр чӗлхе тупса выльӑх-чӗрлӗхрен продукци ытларах илес тесе вӑй хурать. Тӑрӑшнине кура ҫитӗнӳсем те килеҫҫӗ, Ҫӗнӗ Шӑхран ферми ҫура илес, сысна самӑртас тӗлӗшпе районта та палӑрма пуҫлать. Ҫак ӗҫре вӑл 1997 ҫулччен вӑй хурать. Хастар ӗҫшӗн Николай Семенов  чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Ун хыҫҫӑн 2003 ҫулччен ялти бригадӑна ертсе пынӑ. Кунта та пултарулӑхшӑн вӑл сахал мар тав сӑмахне тивӗҫнӗ. Кирек ӑҫта ӗҫлесен те Николай Германович хастарлӑхпа палӑрса тӑнӑ. 

1980 ҫулта Ҫӗнӗ Шӑхран каччи Ҫӗнӗ Сӗнтӗр хӗрӗпе Альбинӑпа пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрать. Николай Германович «Комсомольский» совхозра тӑрӑшать. Альбина Алексеевна Комсомольскине ӗҫе ҫӳрет. Ҫапла кун хыҫҫӑн кун иртет. Мӑшӑрсем ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ҫавӑраҫҫӗ, хуралтӑсем ҫӗклеҫҫӗ. Икӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ӳстереҫҫӗ, тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑлараҫҫӗ. 43 ҫул алла-аллӑн, килӗштерсе, пӗр-пӗрне юратса пурӑнаҫҫӗ вӗсем.

Паянхи кун, иккӗшӗ те тивӗҫлӗ канура пулсан та, ӗҫсӗр лармаҫҫӗ. Ывӑлӗн ҫемйипе пурӑннӑ май кил-ҫуртри ӗҫсене пуҫтарма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсене 3 мӑнукӗ савӑнтарать.

Ҫитмӗл ҫул хыҫа юлни пӑшӑрхантармасть Николай Германовича. Усӑсӑр пурӑнса ирттермен вӑл хӑйӗн пурнӑҫне. Ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫленӗ, терт-нушине те сахал мар курнӑ. Пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнтерсе пынӑ. Малашне те унӑн  сывлӑхӗ пултӑр, вӑй-халӗ ан чактӑр, ҫывӑх ҫыннисен юратӑвӗпе, ял-йыш хисепӗпе хавхаланса нумай ҫул пурӑнмалла пултӑр.

Людмила Тихонова,

ялти ветерансен совечӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *