Понедельник, 29 апреля

Паттӑра асӑнса – турнир

Паттӑра асӑнса – турнир

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫне хунӑ паттӑр ентеше Дмитрий Степанова асӑнса августӑн 20-мӗшӗнче  Асанкасси ялӗнче волейбол турнирӗ иртнӗ. Мероприятие уҫнӑ ҫӗре Димӑн амӑшӗпе ашшӗ, тӑванӗсем, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Раськин, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Николай Карпов, «Асаново» ЯХПК председателӗ, округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Александр Бахтеров, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан Валерий Денисов хутшӑннӑ. Вӗсем Дмитрий Александровича аса илсе сӑмах каланӑ,  спортсменсене ӑмӑртусенче ӑнӑҫу суннӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗсем Сергей Козлов, Владимир Белкин та ҫак турнира ҫитсе курнӑ.

Ӑмӑртӑва пурӗ 9 команда хутшӑннӑ, пӗр команда Тӑманлӑ Выҫли ялӗнчен килнӗ, ыттисем пурте —  Асанкассисем: арҫынсен ултӑ команди тата хӗр-хӗрарӑмсен виҫӗ ушкӑнӗ. Хӗрӳ тупӑшусем ирхине 10 сехет хыҫҫӑн пуҫланнӑ та каҫхине яла кӗтӳ кӗричченех пынӑ. Волейболла вылякансене куракансем хавхалантарса тӑнӑ.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, арҫынсем хушшинче «Анаткас» команда ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑрса куҫса ҫӳрекен кубока тивӗҫнӗ. Сӑмах май каласан, Анаткас урамӗнче пурӑнакансем кубока иккӗмӗш ҫул алӑран вӗҫертмеҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Тӑвансем» команда тухнӑ, виҫҫӗмӗшне —  «Асаново».

Хӗрсемпе хӗрарӑмсем хушшинче «Персики» чи ӑста вылякан команда пулса пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑнта — «Арбузики», виҫҫӗмӗш вырӑнта — «Апельсины». Судьясем ҫавӑн пекех чи лайӑх тапӑнса вылякана, чи ҫамрӑк волейболиста, мечӗке чи лайӑх паракана, хӳтӗлекене те палӑрт- нӑ, турнир йӗркелӳҫисем вӗсене ятарлӑ парнесемпе чысланӑ. 

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене техӗмлӗ вӗри шӳрпепе сӑйланӑ, курма килнӗ пӗчӗк ачасене пылак ҫимӗҫсемпе хӑналанӑ. Ирина Михайловнӑпа Александр Николаевич Степановсем вӑйӑсене йӗркелесе ирттерме пулӑшнисене — Горбуновсен, Катиковсен ҫемйисене, Николай Андреева, ял ҫамрӑкӗсене, турнира хутшӑннӑ мӗнпур спортсмена Димӑн ҫутӑ сӑнарне асра тытнӑшӑн чӗререн тав тӑваҫҫӗ, пурнӑҫра ӑнӑҫу сунаҫҫӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *