Суббота, 27 апреля

«Туслӑх» — фестиваль лауреачӗ

Иртнӗ шӑматкун, августӑн 12-мӗшӗнче, Куславккара Хула  кунне паллӑ турӗҫ. 

Ҫав кун Атӑл ҫинчи хулара нумай мероприяти иртрӗ. Ҫав шутра республикӑри «Чувашские переливы» III уҫӑ фестиваль-конкурс та пулчӗ. Ӑна хӑй тӗллӗн вӗреннӗ пултаруллӑ купӑсҫа Петр Петрович Шоркина асӑнса ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Куславккара иртнӗ ҫак фестивале Комсомольски ялӗнчи «Туслӑх» фольклор ансамблӗ те хутшӑнчӗ.

«Туслӑх» ансамбль «Ҫӗр тата ҫынсем» музей ҫумӗнче 2023 ҫулта йӗркеленнӗ. Коллектив чӑваш халӑх юрри-ташшисене, йӑли-йӗркине юратакан хастар, пуҫаруллӑ хӗрарӑмсене пӗр ушкӑна пӗрлештернӗ. Унта хутшӑнакансем пурте — сумлӑ ӳсӗмри ҫынсем, вӗсем сценӑсӑр пурӑнаймаҫҫӗ, юрласа кӑмӑлӗсене ҫӗклеҫҫӗ, ҫавӑнпа хавхаланаҫҫӗ.

Фестивале республикӑри пултарулӑх ушкӑнӗсем, хуткупӑсҫӑсем, такмак калакансем йышлӑн хутшӑнчӗҫ. Сумлӑ жюри пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, фольклор коллективӗсем хушшинче «Туслӑх» ансамбль фестиваль-конкурсӑн I степеньлӗ лауреачӗ пулса тӑчӗ, ӑна лауреат Дипломӗпе тата асӑнмалӑх статуэткӑпа — «Чувашские переливы» фестиваль-конкурсӑн символӗпе чысларӗҫ. Ҫак ҫӗнтерӳ коллектива ҫӳрекенсене малалла та хӑйсен пултарулӑхне аталантарма вӑй-хал парса тӑрӗ. 

Каялла таврӑннӑ чухне коллектива хутшӑнакансем Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене асӑнса лартнӑ «Строителям безмолвных рубежей» мемориал комплексне ҫитсе курчӗҫ.

Фестивале хутшӑнма автобус уйӑрса панӑшӑн «Туслӑх» хӗрӗсем округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Раськина, Комсомольскинчи культура ҫурчӗн директор ӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Павлова тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *