Суббота, 27 апреля

Кадетсем – экскурсире

Каникулта кичемленсе ларма вӑхӑт ҫук. Акӑ, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсем-пограничникӗсем те Шупашкара экскурсие кайрӗҫ. Мероприятие йӗркелекенсем тата спонсорсем — Раҫҫей пограничниксен союзӗн Комсомольски округӗнчи уйрӑмӗн членӗсем. Ачасемпе пӗрле Пограничниксен союзӗн вырӑнти ертӳҫи Геннадий Филиппов, Валерий Голыев тата Николай Юманов ҫула тухрӗҫ.

Экскурси чикӗ хуралӗн «Чебоксары» карапӗ ҫине ҫитсе курнинчен пуҫланчӗ. Экскурсоводсем кадетсене унӑн историйӗпе, ҫар карапӗн уйрӑмлӑхӗсемпе тата карап ҫинче тытса пыракан йӑласемпе паллаштарчӗҫ. Ачасем рындӑпа шӑнкӑртаттарса мӗн ӗмӗтленнине пурнӑҫлама ыйтрӗҫ.

Каярахпа вӗренекенсем Шуршӑлти космонавтика музейӗнче пулса курчӗҫ. Кун пулӑмсемпе пуян та интереслӗ иртрӗ. Кӑштах ывӑннӑ кадетсем тулли кӑмӑлпа килӗсене таврӑнчӗҫ.

Шкул администрацийӗ, класс ертӳҫи, кадетсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем наставниксене —  Раҫҫей пограничниксен Союзӗн Комсомольски округӗнчи уйрӑмне — ҫак экскурсие йӗркеленӗшӗн тав тӑваҫҫӗ. Малашне те ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫре пулӑшса пырасса шанаҫҫӗ.  

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *