Понедельник, 15 июля

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ

Иртнӗ шӑматкун «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем, спортсменсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.

Вӗсене Физкультурник кунӗ ячӗпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, округӑн вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене  пурнӑҫлакан Н.А.Комиссарова, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Л.М.Макарова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х. Денисов саламланӑ. Вӗсем спорт ҫын пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Округра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тунине, ӳсекен ӑру вӗсен тӗслӗхӗпе хӑпартланса округри, республикӑри тата ун тулашӗнчи ӑмӑртусенче лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарнине палӑртнӑ. Массӑллӑ спорта аталантарас енӗпе тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Г.Е.Ефремовпа В.И.Пундякова ЧР Физкультурӑпа спорт министерствин Тав ҫырӑвӗпе наградӑланӑ. И.А.Ильина, О.А.Кошкина, Н.С.Сахров, В.Н.Семенов, И.Г.Янчурина, Г.Н.Волкова, В.Н.Арсентьева, Р.М.Хайртдинов, М.Ф.Каримуллин округ администрацийӗн Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫнӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Сила России» спорт марафонне ирттерме тата йӗркелеме хастар хутшӑннӑшӑн Л.М.Макаровӑна, В.Х.Денисова, Л.А.Акшева, В.Л.Калашникова, А.К.Гавриловӑна, С.В.Остапиенкона, П.Ю.Порядкова «Единая Россия» партин регионти совечӗн Тав ҫырӑвӗсене С.Н.Грачева панӑ.

Н.А.Комиссарова округӑн спорт пурнӑҫне хастар хутшӑнакан В.Ф.Волкова, Н.А.Максимова, Г.Н.Петухова, Е.А.Тихонова, В.И.Пундякова, Р.П.Романова, З.М.Тимаева, В.И.Плешкова, В.А.Давыдова, Р.М.Мансурова парнесемпе саламланӑ.

«Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн Хисеп грамотисене А.Л.Скворцов, Л.А.Прохорова, Т.А.Перепелкина, Л.Б.Александрова тивӗҫнӗ.

Раҫҫейре 2019  ҫултанпа «Спорт — пурнӑҫ норми» федераллӑ проект ӗҫлет.  Ун тӗллевӗ — халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарасси, ҫынсене спорта ытларах явӑҫтарасси. Ку тӗлӗшпе ГТО комплексӗн нормативне пурнӑҫлас енӗпе ирттерекен мероприятисем пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫак енӗпе Чӑваш Республики ҫӗршыври 85 субъект хушшинче 9-мӗш вырӑна тухнӑ.  Пирӗн округри спорта юратакансем  те ГТО нормативне тултарас енӗпе республикӑра  малти вырӑнта. «Кӗтне» ФСК директорӗн ҫумӗ П.Ю.Порядков уйрӑмах лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ В.Л.Калашникова, А.Р.Ефремова, Б.В.Жукова ГТОн ылтӑн паллисем парса чысланӑ.

Ҫак кун стадионта мини-футбол, стритбол вӑййисемпе, чушкӑ, шашка, тӑршшӗне сикес, 100, 200, 400, 1000, 2000 метра чупас енсемпе ӑмӑртусем иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Хисеп грамотисемпе парнесене тивӗҫнӗ.

Физкультурниксен кунӗ стадиона килнӗ ҫынсемшӗн чӑн-чӑн уяв пулса тӑнӑ, нумай савӑнӑҫ, хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.

Валерий Денисов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *