Ӗҫлӗ визитпа пулнӑ

Ӗҫлӗ визитпа пулнӑ

Ӗнер пирӗн муниципаллӑ округра ӗҫлӗ визитпа Чӑваш Республикинчи  Чрезвычайлӑ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн  председателӗ Сергей Павлов пулнӑ. Вӑл малтанах округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Раськинпа тӗл пулнӑ. Ҫанталӑк шӑрӑх  тӑнӑ май пушартан  сыхланас, шывсем ҫывӑхӗнче асӑрхануллӑ пулас ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Ҫутҫанталӑка пула шар курнӑ ҫуртсен хуҫисемпе калаҫнӑ, пулӑшу парас ыйтусене сӳтсе явнӑ. «Пирӗн инкек тӳсекенсене пулӑшма яланах хатӗр пулмалла», — палӑртнӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *