Воскресенье, 28 апреля

Пӳлмесем тырӑпа тулаҫҫӗ

Пӳлмесем тырӑпа тулаҫҫӗ

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен хирӗсем тырпултан пушанса пыраҫҫӗ, пӳлмесем таса тырӑпа тулаҫҫӗ.

Августӑн 10-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 6500 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем вырнӑ, ҫапса тӗшӗленӗ. Вӑл шутран 1739 гектар кӗрхи тулӑ, 237 гектар ыраш, 287 гектар ҫурхи тулӑ, 3255 гектар урпа, 713 гектар сӗлӗ, 45 гектар вика, 218 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ. Йӗтемсем ҫине 18036,3 тонна тырӑ кӗнӗ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче вырма ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Округӗпе илсен вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне  хальлӗхе 27,7 центнерпа танлашать.

Кӗр тыррисем акма 870 гектар ҫӗр хатӗрленӗ, 674 гектар ҫӗртме тунӑ. Округра выльӑх апачӗ хатӗрлесси те малалла пырать.  Хальлӗхе 5664 тонна утӑ, 17631 тонна сенаж пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *