Понедельник, 15 июля

Юмахри асамлӑх – кулленхи йӑпану

Ӑстаҫӑсем — илеме курма тата ӑна упрама пӗлекенсем.      Хитре япала вӑл куҫшӑн, ырри вара чуншӑн-ҫке. Ҫапах та вӗсем пурнӑҫра иккӗшӗ те пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртмалла.

Тури Тимӗрчкассинче пурӑнакан Маринӑпа Алексей Фоминсен ҫуртне кӗрсе курсассӑн асам тӗнчине ҫакланнӑнах туйӑнать. Ҫуркуннехипе ҫуллахи кунсене аса илтерсе, кунта илемлӗ ҫеҫкесем кашнин чӗринех хумхантараҫҫӗ.

Алӑ ӗҫӗпе кӑсӑкланакансем тӗрлӗ материалран темӗн те пӗр ӑсталаса тӗлӗнтернӗҫем тӗлӗнтерсех тӑраҫҫӗ. Акӑ, Марина фоамиран тата изолон хучӗсенчен каҫхи лампа евӗр ҫеҫкесем хатӗрлет. Фоамиран пирки калас пулсан, вӑл ҫемҫе бархат евӗрлӗрех. Кӑшт ӑшӑтсан унран чаплӑ та кӑсӑклӑ япаласем ӑсталама пулать, пластилин пек, алла ҫыпӑҫса та чӑрмантармасть.

— Малтанлӑха хама валли вӗренмелле, каярах кил-ҫурта хитрелетес тӗллевпе тӑрӑшаттӑм. Халӗ вара юлташсемпе пӗлӗшсем ыйтнипе ӗҫлетӗп. Паянхи кун алӑ ӗҫӗпе кӑсӑкланакан чылай — маншӑн та вӑл чун канӑҫӗ, кӑнтӑрла ҫеҫ мар, тӑтӑшах ҫӗрле те ларатӑп.  Ҫак ҫеҫкесене ӑсталанӑ вӑхӑтра  эпӗ чунпа канатӑп, ҫапла майпа пур япӑх шухӑшсене сиретӗп, — тет хӗрарӑм сӑпайлӑн йӑл кулса.

Сӑмах май каласан, Марина Хӗрлӗ Чутай  районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑтам шкулта 11 класс пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Шупашкарти кулинари училищинче 2 ҫул вӗреннӗ. Шупашкар хулинчех 54-мӗш шкулта поварта ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе те паллашнӑ. Фоминсем ҫемье ҫавӑрса икӗ ачана кун ҫути парнеленӗ. Паянхи кун килӗнче улттӑн пурӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра аслӑрах ӳсӗмрисемпе ҫамрӑксем пӗр килте килӗштерсе пурӑнни сахал. Фоминсен килӗнче вара яланах ӑнланупа килӗшӳлӗх хуҫаланать. Ҫемье ӑшшийӗ, тен, Маринӑна ҫак илемлӗ чечексене ӑсталама хавхалану хӗлхемӗ парать те пулӗ. Кил-ҫуртра тӑнӑҫлӑх тата лӑпкӑлӑх хуҫалансассӑн ӗҫлеме те кӑмӑллӑрах-ҫке.

Марина Фоминан ӗҫӗсене час-часах ялти, районти тӗрлӗ выставкӑсенче те курма пулать. Вӗсем ҫине пӑхсан кашниех киленӗҫ  тупӗ тесе шутлатӑп. Вӗсем хӑйнеевӗрлӗхӗпе, илемлӗхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫак ӑсталӑха алла илес кӑмӑллисене пулӑшма та хирӗҫ мар хӗрарӑм.

Марина пур енӗпе те ӑста. Маларах Анат Тимӗрчкасси тӗп шкулӗнче поварта ӗҫленӗ, вӑл пӗҫернӗ тутлӑ апата паянхи кун та ырӑпа аса илеҫҫӗ. Килте те час-часах тутлӑ шӑршӑ кӑларса ҫемьене кукӑль-пӳремечпе, ытти апат-ҫимӗҫпе савӑнтарать.

Вӗсен пахчине кӗрсен чӑн-чӑн оранжерейӑна лекнӗ тейӗн, мӗн тӗрлӗ чечек кӑна ҫук пулӗ кунта! Чечексем тенӗрен, сайра тӗл пулаканнисене те акса-лартса  ӳстерме тӑрӑшать ӗҫченскер.

Пур ҫӗре те ӗлкӗрме ӑҫтан вӑхӑтне тупать-ши хӗрарӑм, пӑрчӑкан тейӗн, вӑр-вар, ҫаврӑнӑҫуллӑскер вӑл. Хавхалану, интерес пулсан мӗн шутланине пурнӑҫлама май пуррине унӑн тӗслӗхӗ туллин ҫирӗплетет.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *