Ҫемье – пурнӑҫ тӗрекӗ

Ҫемье – пурнӑҫ тӗрекӗ

Йӑлмахва ялӗнче Валентина Николаевнӑпа Николай Арсентьевич Черновсене пурте хисеплеҫҫӗ. Вӗсем пӗчӗкрен пӗр-пӗрне пӗлсе ӳснӗ, шкулта пӗрле вӗреннӗ. Хирти Мӑнтӑр шкулӗнче сакӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Коля Саратов хулине механизатора вӗренме тухса кайнӑ, Валентина вара Шупашкар хулине ҫул тытнӑ.

Вӗренсе пӗтерсен Николай Саратов хулинчех тракторпа ӗҫлеме юлнӑ, унтанах ҫар ретне илнӗ ӑна. Мускав облаҫӗнчи Коломна хулинче салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Яла таврӑнсан  тӑван колхозра тракторпа ӗҫлеме тытӑннӑ. МТЗ-80-па та, ДТ-75-пе те тӑрӑшнӑ вӑл. Суха сухаланӑ, тырӑ акнӑ, тиенӗ, турттарнӑ, хӗллесенче юр хырса ҫулсене тасатнӑ — пур ӗҫе те кӑмӑлтан пурнӑҫланӑ. Ҫуллахи вӑхӑтра комбайнпа ӗҫленӗ. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Коля тете тӑван колхозра вӑй хунӑ, нумай Хисеп грамотипе Тав хучӗ илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Валентина тӗп хулара пир-авӑр тӗртекен фабрикӑра ҫип арлакан пулма вӗреннӗ. Анчах унӑн чунӗ ялаллах туртӑннӑ. Хулара нумаях тытӑнса тӑман хӗр, тӑван кӗтесе таврӑннӑ. Валя аппа колхоз ферминче пӑрусем, сыснасем пӑхнӑ, дояркӑра та тӑрӑшнӑ. «Знамя» колхозри пахча ҫимӗҫ бригадинче  пилӗк ҫул ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн ҫӗнӗ фермӑра сыснасем самӑртнӑ ҫӗрте вӑй хунӑ. Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ӑна Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.

Николайпа Валентина пӗр-пӗрне юратса 1972 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. Пилӗк ача ҫуратса ӳстерсе ҫын тунӑ, ура ҫине тӑратнӑ. Кирпӗчрен ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленӗ, йӗри-тавра хуралтӑсем ҫавӑрнӑ. Валентина Николаевнӑн амӑшӗ те вӗсемпе пӗрле 32 ҫул пурӑнчӗ, хӗрӗпе кӗрӳшӗ ӗҫре чухне мӑнукӗсене пӑхрӗ.

Черновсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул та иртрӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче хуйхи-суйхи те, савӑнӑҫӗ те нумай пулнӑ пулӗ, йывӑррине те тӳссе ирттернӗ. Вӗсене ҫаксем витӗр утса тухма, малалла талпӑнма пӗр-пӗрне юратни, куҫран пӑхсах ӑнланни пулӑшнӑ.

Валя аппапа Коля тетен ачисем тӑван киле килсех ҫӳреҫҫӗ, ашшӗ-амӑшне пулӑшма пӗрмаях вӑхӑт тупаҫҫӗ. Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, килӗштерсе, пӗр-пӗрне хисеплесе пурӑнаҫҫӗ Черновсем. Пурнӑҫ ҫулӗпе малалла та ҫирӗппӗн утма сывлӑх пултӑр сирӗн.

Руфина СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *