«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», —  тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», —  тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа

Асанкассинче пурӑнакан ӗҫпе тыл ветеранӗ, вӑрҫӑ ачи Ксения Андреевна Филиппова иртнӗ кунсенче 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Кӗҫени аппа Андрей Захаровичпа Елена Дмитриевна Козловсен ҫемйинче 1933 ҫулхи июлӗн 26-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Унӑн ачалӑхӗ хаяр вӑрҫӑн йывӑр вӑхӑтне лекнӗ. Аслисемпе пӗрле вӗсем те пур ӗҫе те хутшӑннӑ, ҫурлапа тырӑ вырнӑ, кӗлте ҫыхнӑ, ҫум ҫумланӑ…

Ӗҫчен те чипер, сӑпайлӑ пике 1955 ҫулта Иван Якимович Филипповпа пӗрлешнӗ. Килӗшӳллӗ мӑшӑр тӑватӑ ача ҫуратса ӳстернӗ, вӗрентсе кӑларнӑ, тӗрӗс воспитани панӑ. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хураҫҫӗ.

Ксения Андреевна мӗн пенсие тухичченех тӑван колхозра вӑй хунӑ, тивӗҫлӗ канӑва кайсан та чылай ӗҫе хутшӑннӑ. Вӑл вӑрмана ҫӳреме питӗ юратнӑ.

Паянхи кун ветеран Анатолий ывӑлӗн ҫемйипе килӗштерсе пурӑнать. Ҫуллахи кунсенче кинемей килти хуҫалӑхра тӑрмашать, чӑх-чӗпсемпе вӑхӑтне ирттерет, пахчана тухса ларать. Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче алӗҫ тума юратать — алса-чӑлха ҫыхать. Ҫӗнӗ хыпарсемпе те интересленсех тӑрать, радио итлет, хаҫат-журнал вулать. Хальхи вӑхӑтра та ял ҫумӗнчи вӑрмана уҫӑлма, кӑмпа татма ҫӳрет.

Паянхи кун ӑшпиллӗ те тарават асанне-кукамая 9 мӑнукӗпе 10 мӑнмӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ.

«Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсене килчӗҫ. Паянхи кун телейлӗ тетӗп эпӗ хама — ачасем ырӑ-сывӑ  ӳссе ҫитӗнчӗҫ, пурте ҫемьеллӗ, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнаҫҫӗ, ачасемпе мӑнуксем килсех ҫӳреҫҫӗ, ырлӑхра пурӑнатпӑр халь», — тет Кӗҫени аппа, савӑнӑҫ куҫҫульне  шӑлса.

Сумлӑ юбилее паллӑ тума Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Николай Карпов тата ҫывӑх ҫыннисем пуҫтарӑнчӗҫ. Николай Николаевич Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин янӑ Тав ҫырӑвне вуласа пачӗ,  парне парса чысларӗ, ҫирӗп сывлӑх, канлӗ ватлӑх сунчӗ. Асанкасси культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем юбиляра саламласа хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарчӗҫ.

Ксения Андреевна хӑйне ҫакӑн пек хисеп тунӑшӑн пурне те тав туса ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

Алена КАЛЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *