Вторник, 5 декабря

Вырмана тухнӑ

Вырмана тухнӑ

Июлӗн 17-мӗшӗнче «Сюрбеево» ООО ӗҫченӗсем округра чи малтан  кӗрхи тулӑ вырма тухрӗҫ. Вӗсем палӑртнӑ кун тӗлне 10 гектар пуҫтарса кӗртме ӗлкӗрнӗ. Халлӗхе кашни гектар вӑтамран 25 центнер тухӑҫ парать.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче обществӑлла выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫарма апат хатӗрлес ӗҫ те малалла пырать. Июлӗн 17-мӗшӗ тӗлне пурӗ 4149 гектар ҫинчи нумай ҫул  ӳсекен курӑксене ҫулнӑ, 5099 тонна утӑ, 13716 тонна сенаж янтӑланӑ. Выльӑх апачӗ хатӗр-лес енӗпе «Слава», «Асаново», «Рассвет», «Восток» ЯХПКсенче, «Урожай», «Искра» колхозсенче, «Родина» ОООра лайӑх ӗҫлеҫҫӗ. 

Минзаит ЗАЙНУЛЛИН,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *