Понедельник, 22 апреля

Тин ҫуралнисене – парне

Тин ҫуралнисене – парне

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн 2023 ҫулхи февралӗн 13-мӗшӗнчи 10-мӗш номерлӗ «Тин ҫуралнисене — парне» указӗпе килӗшӳллӗн кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗнчен ҫуралнӑ пепкесене парнепе тивӗҫтерессине вӑя кӗртнӗ.

Парне пуххине Чӑваш Республикинче пурӑнакан тин ҫуралнӑ ачана 2023 ҫулхи январь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пама тытӑннӑ. Ӑна илес тесен пепкен тата унӑн ашшӗн е амӑшӗн Чӑваш Енре пурӑнмалла, РФ гражданинӗ пулмалла. Енчен те йӗкӗреш е ытларах ача ҫуралсан кашни пепкене парнепе тивӗҫтерӗҫ.

2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен  пуҫласа майӑн 31-мӗшӗччен ҫуралнисен ашшӗпе амӑшне парнен пуххине вырӑнти халӑха социаллӑ хӳтлӗх пайӗ панӑ. Июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа малалла ӑна больницӑран кӑларнӑ чух парнелеҫҫӗ.

Палӑртса хӑвармалла, маларах Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе  2020 ҫултан пуҫласа ноябрӗн 26-мӗшӗнче — Чӑваш тӗрри кунӗнче ҫут тӗнчене килнӗ пепкесене тӗрӗллӗ япаласем парса саламланӑ пулнӑ. Кӑҫалтан вара ҫак паха парнепе кашни ачанах тивӗҫтереҫҫӗ.

Япаласен пуххинче — вырӑн таврашӗ, чӑваш тӗрриллӗ «Сывлӑх — чун илемӗ» тӗклӗ шурӑ алшӑлли, «Чӑваш халӑх юмахӗсем» кӗнеке тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫамрӑк гражданин ячӗпе ҫырнӑ салам открытки.  Унта мӗн-мӗн кӗртессине социаллӑ сайтсенчи суйлав урлӑ палӑртнӑ.

Пирӗн округра та ҫак парнене тивӗҫекенсем пур. Ӑна пӗрремӗш илекенсем — Тукай ялӗнче пурӑнакан Маринӑпа Александр Хурасевсем. Халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан пай ертӳҫи Ирина Долгова хушма пурлӑх пулӑшӑвӗ илнӗ ятпа вӗсене саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, ҫемьере килӗшӳ суннӑ.

Тин ҫуралнисене чӑваш тӗрӗллӗ парне пуххине парса чыслани  тӑван халӑхӑн историне, культурине сыхласа хӑварма, малалла аталанма пулӑшасса шансах тӑрӑпӑр.

Татьяна МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *