Понедельник, 24 июня

Хутшӑну центрӗ пенсионерсене кӗтет

Хутшӑну центрӗ пенсионерсене кӗтет

Сехет йӗппи малалла шунӑмай кун хыҫҫӑн кун, ҫул хыҫҫӑн ҫул васкаса иртсе хыҫа юлаҫҫӗ. Ҫур ӗмӗр урлӑкаҫсан сисейместӗн те — ҫӳҫе кӗмӗл тӗс ытларах та ытларах ҫапать, тивӗҫлӗ канӑва тухмалли вӑхӑт ҫывхарать. Куллен ӗҫе васкакансене ҫакӑпӑшӑрхантарать те, хӑратать те: ялан ӗҫре пуҫ ҫӗклеми тӑрӑшма хӑнӑхнӑскерсен халӗ вӑхӑта мӗнле ирттермелле, мӗнле чун киленӗҫӗ тупмалла; Пӗччен пурӑнакансене ватлӑх ҫывхарса пыни уйрӑмах шиклентерет. Шӑпах ҫакна шута илсе Раҫҫей Социаллӑфончӗ аслӑӑрӑвӑн хутшӑну центрӗсем тума пикеннӗ. Хальлӗхе вӗсене ҫӗршывӑн пилӗк регионӗнче хута яраҫҫӗ, ҫав шутра — Чӑваш Енре те.

Ҫӗрпӳ тата Канаш хулисенче ҫакӑн пек центрсем алӑкӗсене уҫнӑта ӗнтӗ. Вӗсене пенси ҫулне ҫитнӗ хӗрарӑмсемпе арҫынсем хапӑлласах ҫӳренине кура ку ӗҫе ытти ҫӗрте те малалла тӑсма йышӑннӑ. Палӑртмалла, проекта пурнӑҫа кӗртме ЧР Ӗҫлев министерстви, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви, ветерансен организацийӗсем, ЧР Хӗрарӑмсен канашӗ тата ытти обществӑлла пӗрлешӳсем пулӑшса пыраҫҫӗ.

Июнӗн 29-мӗшӗнче Раҫҫей Социаллӑфончӗн Комсомольскинчи клиент службинче те ҫакнашкал центра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура  уҫрӗҫ. Малтанах РФ Пенси  тата социаллӑстрахованин фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн управляющийӗ В.П.Николаев пуҫтарӑннисене аслӑӑрӑвӑн хутшӑну центрӗн тӗллевӗсем пирки каласа пачӗ. Комсомольски муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов ҫакӑн пек центр тивӗҫлӗ канӑва кайнисен пушӑвӑхӑтне ирттерес тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Округӑн тӗп больницин тӗп врачӗ И.И.Ефремова та сӑмах илчӗ. Вӑл Раҫҫей правительстви ҫынсен ӗмӗрне вӑрӑмлатма май парас тесе чылай тӑрӑшни ҫинчен каланӑмай ҫакӑн пек центрсем ватӑсен пурнӑҫне интереслӗрех йӗркелеме пулӑшнине ҫирӗплетрӗ, юн пусӑмне виҫмелли прибор парнелерӗ. «Защитники Отечества» патшалӑх фончӗн Чӑваш Республикинчи филиалӗн ертӳҫи Е.В.Зайцева та сӑмах илчӗ, ҫарта службӑра тӑракансен ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсене пулӑшма фонд пурнӑҫлама палӑртнӑтӗллевсемпе паллаштарчӗ. «Защитники Отечества» фонда туса хунӑранпа нумаях вӑхӑт иртмен. Ку центр ҫар службинче пулнӑхыҫҫӑн таврӑннӑҫынсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ пуласса шанатӑп», — терӗ Елена Викентьевна.  РФ Социаллӑфончӗн округри клиент службин ертӳҫи Н.В.Юманова хутшӑну центрӗнче ҫывӑх вӑхӑтра туса ирттермелли ӗҫсем пирки кӗскен паллаштарчӗ. «Кунти мероприятисене килекенсем ҫӗнӗ хаҫат-журналпа та, кӗнекесемпе те паллашма, шашка-шахматла, доминолла выляма, компьютерпа интернет уҫлӑхне тухма хӑнӑхӗҫ.  Пӗр-пӗринпе тӗл пулса калаҫни, хӑйсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явни, ватӑсемшӗн паха пулӗ», — пӗлтерчӗ Надежда Витальевна. Тивӗҫлӗ канӑва кайнисен ячӗпе округри ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев сӑмах каларӗ. Юрий Сергеевич ватӑсемшӗн ку центр паха парне пулнине пӗлтерчӗ, тав турӗ. Пуҫтарӑннисем «Союз Пенсионеров России» обществӑлла организацин вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ В.И.Пундяков тӑван ялӗ ҫинчен хӑй ҫырнӑсӑвва вуланине кӑмӑлласа итлерӗҫ. Мероприятие хутшӑнакансем пурте ҫӗнӗ центр аслӑӑру ҫыннисене тантӑшӗсемпе курса калаҫма, тус-юлташ тупма, хӑйсен интересӗсене кура вӑхӑта ирттерме май панине палӑртрӗҫ.

Чӑнах та, аслӑӑрӑвӑн хутшӑну центрне пырса кӗме те кӑмӑллӑ. Килекенсене валли кунта Интернетпа ҫыхӑнтарнӑкомпьютер залӗ, мини-библиотека, ҫӗнӗ йышши мультимедийлӑ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ ятарлӑаудитори туса хатӗрленӗ. Центрта тӗрлӗ темӑллӑкалаҫусем ирттерме, интереслӗ ҫынсемпе тӗл пулма, вӗренӳ семинарӗсем (тӗслӗхрен, компьютер пӗлӗвӗ енӗпе) йӗркелеме питӗ меллӗ. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ хаҫат-журналпа паллашма, кино курма, сӗтелҫи вӑййисем выляма, ал ӗҫӗ тума, тӗрлӗ енлӗн пултарулӑха аталантарма пӗтӗм майсем пур.

— Яллӑвырӑнсенче «кӗмӗл ӑру» ҫыннисене пӗр-пӗринпе хутшӑнса вӑхӑта усӑллӑирттерме май паракан центрсем уҫни уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп. Шӑпах ялсенче пӗччен пурӑнакан ватӑсем нумай. Ачисем ӳссе ҫитӗнсе тӑван килтен тухса каяҫҫӗ, хуласенче тӗпленсе час-часах килсе те ҫӳреймеҫҫӗ. Ватӑсен вара чылай чухне никампа калаҫма, никампа хутшӑнса вӑхӑта ирттерме те ҫук. Уйрӑмах хӗллехи кунсенче ҫакӑҫивӗччӗн палӑрать. Ир тӗттӗмленнине кура нумайӑшӗ хӗлӗпе сенкер экран умӗнче вӑхӑта кӗскетет, кичемлӗхе пула кун пек чире каясси те инҫе мар. Ӑшӑта хӑтлӑҫӗнӗ центр ватӑсемшӗн уҫӑсывлӑш пекех пулӗ, ҫӗнӗ интерессем тупма, пурнӑҫ илемне туйма пулӑшӗ, — терӗ Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова.

Раҫҫей Социаллӑфончӗн ӗҫченӗсем тӗрлӗ обществӑлла организацисен представителӗсене, культура, медицина учрежденийӗсен ӗҫченӗсене йыхравласа интереслӗ тӗл пулусем йӗркелеме, тивӗҫлӗ канури ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явма планлаҫҫӗ. Социаллӑфонд урлӑкӳрекен пулӑшусем ҫинчен те ҫак центра пырса ыйтса пӗлме пулӗ. Ҫавӑн пекех аслӑ ӑру ҫыннисен интересӗсене шута илсе центрӑн программине тата та пуянлатӗҫ,  кашнине валли чун киленӗҫӗ тупма пулӑшӗҫ.

— Пирӗн алӑксем пурне валли те уҫӑ. Килӗр, центрӑн ӗҫне хутшӑнӑр, вӑхӑта усӑллӑирттерӗр. Эпир сире курма яланах хавас, — палӑртрӗ клиент службин ертӳҫи Надежда Витальевна.

Наталия КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *