Ӗҫре тупнӑ телей

Ӗҫре тупнӑ телей

«Знамя» колхозра ӗҫлесе чапа тухнӑ ҫынсем пирӗн хушӑмӑрта чылай пулнӑ. Паян вӗсенчен пӗрин ҫинчен каласа парас кӑмӑл пур.

Фазылян Гадельянович Шарафутдинов Кайнлӑк ялӗнче 1938 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ. Ачалӑхӗ ҫӑмӑл пулман, тӑватӑ ҫула ҫитсен амӑшӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ашшӗне фронта илсе кайнӑ, унта вӑл тӑшманпа кӗрешсе хӑюлӑхпа, паттӑрлӑхпа палӑрнӑшӑн «За отвагу» медале тивӗҫнӗ. Шел пулин те, ашшӗне каялла таврӑнма пӳрмен, вӑл ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Аслӑ тетӗшӗн те вӑрҫа кайма ят тухнӑ. Хӑюллӑ разведчика вӑрҫӑ хирӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ парса чысланӑ. Пӗррехинче разведкӑна кайсан вӑл йывӑр суранланнӑ, сывалайман…

Пӗчӗк каччӑна тӑван мар амӑшӗ ӳстернӗ. Фазылян Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнчи шкулта вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Канашра ПТУ-ра пӗлӳ пухса шофер специальноҫне алла илнӗ. Пӗр вӑхӑт ҫак хулари АТКра ӗҫлесе пурӑннӑ.

Каярахпа каччӑ тӑван яла таврӑннӑ, 1956 ҫулхи кӗркунне чипер хӗрпе Зекиябану Ахметовӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Колхозра бригадира пулӑшаканра вӑй хунӑ, кӑштахран ӑна бригадир ӗҫне шанса панӑ. Вӑл вӑхӑтра алӑ вӗҫҫӗн тумалли ӗҫ ялта нумай пулнӑ. Кайнлӑк ялӗнче сурӑх, лаша витисем пулнӑ, чӑх-чӗп ферми те сезонпа ӗҫленӗ. Ял халӑхӗпе пӗр чӗлхе тупма пултарнӑ Фазылян Гадельянович. 1972 ҫулта Йӑлмахвапа Кайнлӑк ялӗсем хушшинчи пӗвене техникӑпа тасатнӑ. Ҫавӑн пекех Шарафутдинов тӑрӑшнипе Кайнлӑк енчи хирте, путкӑчлӑ вырӑнта, кӳлӗ чавнӑ, ӑна халӑхра «Фазыл кӳлли» ят панӑ. Нумаях пулмасть кӗҫӗн ывӑлӗ Фагиль ашшӗ чавтарнӑ кӳле тӗпрен чавса тасаттарчӗ.

Ф.Г.Шарафутдинов 1977 ҫулта Вӑрнарти совхоз-техникумран вӗренсе тухса агроном дипломне илнӗ. 1977—1980 ҫулсенче вӑл Кайнлӑк ял Совечӗн председателӗнче ӗҫленӗ. Ку вӑхӑтра Йӑлмахвари сакӑр ҫул вӗренмелли шкул ҫуртне аслӑлатнӑ, кунта Фазылян Гадельяновичӑн тӳпи те пысӑк.

Каярахпа Фазылян «Знамя» колхозра шоферта, механикра вӑй хунӑ, темиҫе хутчен ял Совет депутатне, правлени йышне суйланнӑ. Пенсие кайсан Комсомольскинчи хатӗрлев пунктӗнче ӗҫленӗ.

Шарафутдиновсем 4 ывӑлпа 2 хӗр ҫитӗнтернӗ, вӗсене вӗрентсе кӑларнӑ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Савнӑ мӑшӑрӗпе вӗсем хуҫалӑхӗнче яланах чӑх-чӗп, выльӑх-чӗрлӗх усранӑ.

Ӗҫре палӑрнӑшӑн Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне, «За доблестный труд в ознаменование 100-летия со дня рождения В.И.Ленина», «Ветеран труда», «За достигнутые успехи в развитии народного хозяйства СССР» ВДНХ бронза медалӗсене (1974, 1976 ҫ.ҫ.), «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи паллӑсене (1974, 1976 ҫ.ҫ.) тата нумай Хисеп грамоти илме тивӗҫ пулнӑ.

Шел пулин те, ӗҫре палӑрнӑ хисеплӗ ҫын пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ. 2003 ҫулта вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ, ҫапах та унӑн ырӑ ячӗпе пархатарлӑ ӗҫӗсем халӑх асӗнче упранаҫҫӗ, ачисем унӑн ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ.

Павел ЗАЙЦЕВ.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *