Четверг, 25 апреля

Ҫӗр-пин юрӑ, ҫӗр-пин тӗрӗ ҫӗршывӗ уява паллӑ тунӑ

Ҫӗр-пин юрӑ, ҫӗр-пин тӗрӗ ҫӗршывӗ уява паллӑ тунӑ

Чӑваш Енте пурӑнакансем июнӗн 24-мӗшӗнче Республика кунне анлӑн паллӑ тунӑ. Уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисене хамӑр тӑрӑхра пурӑнакан  тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ ҫеҫ мар, ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчен килнӗ хӑнасем те йышлӑн хутшӑннӑ.

Чӑннипе илсен Республика кунӗ пе ҫыхӑннӑ мероприятисем маларахах пуҫланнӑ. Июнӗн 19—21-мӗшӗсенче Федераци Советӗнчи Чӑваш Ен кунӗсенче республика умӗнче тӑракан чылай ыйту ҫине уҫӑмлӑх кӗртме пулӑшнӑ. Июнӗн 23-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Шупашкарти экономика форумне те ҫӗршыври паллӑ предприятисен ертӳҫисем, бизнесра тӑрӑшакансем килсе ҫитнӗ. Вӑл «Курс на устойчивое развитие» ятпа иртнӗ. Унта хутшӑнакансем 12 ӗҫ площадкинче тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Вӗсем тӗпрен илсен регионӑн аталанӑвӗ, экологи, туризма, цифра технологине аталантарасси пирки пулнӑ. Форум вӑхӑтӗнче Беларуҫ, Таджикистан, Казахстан ҫӗршывӗсемпе суту-илӳ ҫыхӑнӑвӗсем йӗркелес енӗпе пӗлтерӗшлӗ утӑмсем тунӑ.

Форумра республикӑн экономика аталанӑвне тишкернӗ. Инвестицие тӗп капитала куҫарас, территорин экономикин (налук) потенциалне аталантарас енӗпе тунӑ кӑтартусемпе пирӗн округ 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхне Александр Осипова диплом парса чысланӑ.

«Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче «Регионы — сотрудничество без границ» регионсем хушшинчи выставкӑна нумай ҫын ҫитсе курнӑ. Унта промышленноҫра, транспортра, ял хуҫалӑхӗнче усӑ курма сӗнекен ҫӗнӗлӗхсемпе, экспонатсемпе паллашма май пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗринпе производствӑра усӑ курма та пуҫланӑ.

Уяв кунӗнче «Я — женщина» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта хутшӑнма республикӑри пултаруллӑ та пуҫаруллӑ, халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ сферисенче тӑрӑшакан 614 хастар хӗрарӑм кӑмӑл тунӑ. Вӗсен йышӗнче пирӗн округра пурӑнакансем  те пулнӑ. Урмаелӗнчи «Лейсан» ача садӗнче ӗҫлекен Резиля Садыкова (сӑнӳкерчӗкре) «Мы молодежь 21 века!» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хӗрарӑмсен союзӗн округри уйрӑмӗн председателӗ Инна Яндрова ертсе пыракан  делегаци конкурспа ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑннӑ.

«Диалог культур» форума Раҫҫейри 20 регионти,   ют ҫӗршыври представительсем хутшӑннӑ. Унта ламран-лама куҫса пыракан йӑла-йӗркесене упраса хӑварас, малалла аталантарас ыйтусене пӑхса тухнӑ.

Республика кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем кӑҫал Шупашкар хулисӗр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарта та иртнӗ. Унта уяв кунӗсенче тӗрлӗ объектсем уҫнӑ. Вӗсенчен пӗри — «Звениговский» агрохолдинг. Вӑл 120 ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерме пултарать. Унӑн вӑйӗ — талӑкра 40 пин тонна продукци. Малашне предприяти хӑватне 100 пин тонна ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Ку хулара ҫавӑн пекех модельлӗ библиотека, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр офисне тата ытти  объектсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

Ака ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн чӑвашсем Акатуя пуҫтарӑнаҫҫӗ.  Ку ятпа маларах округсенче ун пек  уявсем пулса иртнӗ. Июнӗн 24-мӗшӗнче  вара Шупашкарти Хӗрлӗ лапам республикӑри пӗтӗм халӑха Акатуя йыхравланӑ. Унта  юрӑ-кӗвӗ чылайччен янраса тӑнӑ, ӳт-пӳ енчен ҫирӗп- писем спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ, наци вӑййисемпе конкурсӗсенче вӑй виҫнӗ.

Юрӑ-кӗвӗ тенӗрен, пӗр уяв та вӗсемсӗр иртмест. Республика кунӗн программи те культура мероприятийӗсенчен пуян  пулнӑ. Вӗсенчен «Атӑл ҫӑлкуҫӗсем» фестивале палӑртса хӑвармалла, Вӑл кӑҫал 31-мӗш хут иртнӗ. Яланхи пекех юрра-ташша юратакансене хӑй тавра пуҫтарнӑ. Унта хамӑр тӑрӑхри художество пултарулӑх коллективӗсемпе пӗрлех Раҫҫейри 12 регионтан килнӗ ушкӑнсемпе ансамбльсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Уяв мероприятийӗсенче  пирӗн округри «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ те пулнӑ (сӑнӳкерчӗкре).

«Черчен чечексем» конкурс-фестивалӗн гала-концертне пирӗн округри Аслӑ Чурачӑкри «Тевет» ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ тата Комсомольскинчи ачасен «Островок» хореографи коллективӗ те хутшӑннӑ. Ачасем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса куракансене савӑнтарнӑ.

Спорт ӑмӑртӑвӗсем те чылай иртнӗ. Вӗсенчен ЧР Пуҫлӑхӗн кубокне ҫӗнсе илессишӗн пынӑ лашасен чупӑвне палӑртмалла. Унта  тупӑшма кӳршӗ регионсенчен те ут спортне юратакансем чылайӑн килсе ҫитнӗ. Лашасемпе чупнине курма  халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ.

Республика уявӗпе пӗрлех яш-кӗрӗм ҫак кун Ҫамрӑксен кунне те паллӑ тунӑ. Вӑл ятпа нумай мероприяти иртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах  Мускавран та савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитнӗ. Пирӗн республикӑри ҫамрӑксен инфраструктурине аталантарма тата пӗлтерӗшлӗ проектсене ӗҫе кӗртме 127 миллион тенкӗ укҫа-тенкӗ куҫарса пама йышӑннӑ. Кӑҫалхи «Регион для молодых» конкурсра ҫӗнтернӗ  47 регион хушшинче пирӗн республика та пур.

Чӑваш Енте пур енӗпе те пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӗҫре те хастар, юрра-ташша та ӑста, спортра та вӑйлӑ. Ахальтен   Чӑваш Республикине ҫӗр-пин юрӑ, ҫӗр-пин тӗрӗ ҫӗршывӗ тесе каламан ӗнтӗ. Уявра илнӗ хавхаланупа республикӑра пурӑнакансем малашне те хамӑр пурӑнакан  тӑрӑх аталантӑр, хитрелентӗр, чечеклентӗр тесе тӑрӑшӗҫ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *