Понедельник, 27 мая

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ  ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ  ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр

«Молодая гвардия Единой России» тесе ҫырнӑ шурӑпа кӑвак тӗслӗ куртка е футболка тӑхӑннӑ ҫамрӑксене округра иртекен пур мероприятире те курма пулать. Ҫак организацие чӑннипех те хастар, пултаруллӑ, вӗри чун-чӗреллӗ яш-кӗрӗм пӗрлешнӗ. «Молодая гвардия Единой России» обществӑлла организацин Комсомольски округӗнчи уйрӑмне Василий Кокарев ертсе пырать,  вӑл пӗрлӗхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пама килӗшрӗ.

— Василий Николаевич, организаци йышӗ пысӑк-и, ҫамрӑксемпе мӗн енӗпе ӗҫлетӗр?

— Паянхи куна пирӗн туслӑ йышра 70 активист шутланать. Ку шута округ центрӗнчи ҫеҫ мар, ытти ялсенчи ҫамрӑксем те кӗреҫҫӗ. Иртнӗ ҫул, нумайрах ҫамрӑка явӑҫтарас тесе, пӗтӗм яла ҫитсе калаҫрӑмӑр. Активистсем пирки сӑмах пуҫартӑмӑр та, вӗсен хушшинче сӳрӗк чунлисем ҫук, пурте йывӑрлӑхсене татса пама, Тӑван ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн тӑрӑшма хатӗррисем ҫеҫ. Ҫамрӑк гвардеецсем пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ, тӗрлӗ енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Спорт, культура, экологи, ыркӑмӑллӑх, патриотизмла воспитани, волонтер юхӑмӗсем пирӗншӗн ҫывӑх. Акӑ, 2022 ҫулта кӑна пирӗн организаци 170 мероприятипе акци ирттернӗ. Ахальтен мар «Молодая гвардия Единой России» обществӑлла организацин Комсомольски округӗнчи уйрӑмӗ республикӑри пуҫламӑш организацисем хушшинче икӗ ҫул харӑс ӗнтӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ.

— Хальхи вӑхӑтра ҫӗр-шывра волонтер юхӑмӗ питӗ вӑйлӑ аталанса пырать. Ыркӑмӑллӑх шучӗпе тунӑ ӗҫӗрсем пирки чарӑнса тӑрар-ха?

— Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарма, япаласене сортлама, машинӑсем ҫине тиесе ӑсатма хутшӑнатпӑр. Пиртен ӗҫ, тыл ветеранӗсем, вӑрҫӑ ачисем, пӗччен пурӑнакан ватӑсем час-часах пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсене юр хырса тасатма, апат-ҫимӗҫ, эмел кӳрсе пама,   пӳрт-ҫуртне тирпейлеме яланах хатӗр пирӗн яш-кӗрӗм. Нумай ачаллисене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисене те тимлӗхсӗр хӑвармастпӑр. Комсомольски ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьене федераллӑ пулӑшу шучӗпе мультиварка, микроволновка парнеленӗччӗ. Пандеми вӑхӑтӗнче районти тӗп больницӑна 2 куллерпа 3 микроволновкӑпа тивӗҫтернӗччӗ.

Тулли мар мобилизаци йӗркипе ҫара кайнисен ачисемпе иртнӗ ҫул Шуршӑлти космонавтика музейне ҫитсе куртӑмӑр. 

— Ҫамрӑк гвардеецсен тӑван тавралӑх тасалӑхӗшӗн, сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн тӑрӑшса тунӑ ӗҫӗсем те курӑмлӑ.

— Ҫапла, ҫамрӑксемпе ҫулсеренех субботниксем йӗркелетпӗр, тавралӑхри ҫӳп-ҫапа пуҫтаратпӑр, палӑксем таврашне тирпей-илем кӳретпӗр. Акӑ, нумаях пулмасть Комсомольскинчи сельхозтехника ҫумӗнчи плотина хӗррине тасатрӑмӑр. Ҫавӑн пекех «Сдай батарейку сегодня, сохрани природу завтра» акци пуҫартӑмӑр. Вӗсем, ытти каяшсемпе пӗрле пӑрахсан, ҫӗре, шыва сиенлӗ япаласемпе варалаҫҫӗ. Камӑн килте усӑ курнӑ батарейкӑсем пур, Комсомольскинчи культура ҫуртне килсе пама пултаратӑр, унта ҫав элементсем валли ятарлӑ ещӗк вырнаҫтарнӑ. 

— Спорт, культура мероприятийӗсенчен те пӗртте айккинче юлмаҫҫӗ «Молодая гвардия» хастарӗсем. Хӑвӑр та ку енӗпе акцисем йӗркеленине пӗрре мар илтнӗ. 

— Ку чӑнах та ҫапла. Округ шайӗнчи уявсене, ӑмӑртусене ирттернӗ чухне пирӗн ҫамрӑксем яланах хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Хамӑр та концертсем, пултарулӑх фестивалӗсем, кинофильмсем кӑтартассине йӗркелетпӗр. Спорт пурнӑҫӗ те пуян. «Молодая гвардия» обществӑлла организаци йӗркелекен волейбол, футбол, теннис вӑййисене, картишсем хушшинчи турнирсене ача-пӑча та, аслисем те кӑмӑлтанах хутшӑнаҫҫӗ. Хамӑр та сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытатпӑр, зарядка тӑватпӑр, велочупусем ирттеретпӗр. Пӗр сӑмахпа каласан, тунсӑхлама, кичемленме пачах та вӑхӑт ҫук.

— Василий Николаевич, ҫамрӑк гвардеецсем чӑнах та питӗ пархатарлӑ, усӑллӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ваттисем «Ырӑ ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет», тенӗ, хастар ҫамрӑксенчен ыттисем те тӗслӗх илсен аван пулмалла. Волонтер юхӑмне чи маттур хутшӑнакансене палӑртса хӑварсамӑр.

— Пӗрне ырласа тепӗрне хурлама ҫук, пурте тӑрӑшуллӑ. Ытларахӑшӗ аслӑ классенче вӗренекенсем пулнӑ май, каччӑсемпе хӗрсем уроксем хыҫҫӑн ырӑ ӗҫсем тума васкаҫҫӗ. Юлия Филиппова (Асанкасси), Виктория Зуева, Татьяна Прокопьева (Нӗркеҫ), Николай Казаков, Татьяна Анисимова (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел) ячӗсене кӑмӑлтан асӑнса хӑварас килет. Комсомольски вӑтам шкулӗсенче вӗренекен Анастасия Галзанова, Светлана Зайкова, Ева Александрова, Елизавета Дряблова, Иван Гончаровпа Даниил Костригин, Анастасия Лепешкина, Яна Густомесова, Леана Тукаевӑпа Лейсан Шакурова, Элина Тумаланова, Кирилл Соловьев, Дарья Муравьева тата  Николай Любимов, Никита Самуков та пӗр мероприятирен те юлмаҫҫӗ.  

Сӑмах май каласан, организацие  14 ҫул тултарнисенчен пуҫласа йышӑнатпӑр. Эсир пуҫаруллӑ пулсан, сире ҫӗршыв пуласлӑхӗ интереслентерсен — ҫамрӑк гвардеецсен йышне хутшӑнма пултаратӑр.

— Кӑсӑклӑ калаҫушӑн тавтапуҫ. Ҫамрӑк гвардеецсене мал ӗмӗтлӗ пулма, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама, ӑрусен ҫыхӑнӑвне сыхласа хӑварма, ырӑ ӗҫсемпе ҫитӗнӳсен пухмачне пуянлатма, хастар ӗҫпе Раҫҫейӗн чи лайӑх команди пулнине ҫирӗплетсе пама вӑй-хал сунатӑп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *