Июнӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявне Раҫҫейри Педагогпа вӗрентекен, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне, И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Комсомольски вӑрманӗ хӗрринче ирех суту-илӳ ярмӑркки ӗҫлеме тытӑнчӗ, тӗрлӗрен куравсем, аттракционсем, ача-пӑча площадкисем хӑйсем патне илӗртрӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫынсене хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ. Вӑйӑсем, спорт тупӑшӑвӗсем иртрӗҫ. Комсомольски вӑтам шкулӗсенчи кадетсем «Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ» театрализациленӗ постановка кӑтартрӗҫ. Дзержинск хулинчи «Волчий путь» клуба ҫӳрекенсем вырӑс халӑхӗн ӗлӗкхи тумӗсемпе, вӑййисемпе, хӗҫ-пӑшалӗпе, ӗҫ хатӗрӗсемпе куракансене паллаштарчӗҫ.
Комсомольскисене Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗпе, ҫурхи ака ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑваш Республикин вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, округри Обществӑлла палатӑн председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов, «Комплекс» стройфирмӑн генеральнӑй директорӗ Валерий Гордеев тата «Кӗтне» ентешлӗх председателӗ Валери Туркай саламларӗҫ.
Яланхи пекех, ӗҫре мала тухнисене, чыс-хисепе тивӗҫнӗ ентешсене чысларӗҫ. Чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн «Слава картофелю» агрофирмӑн электромонтерне Юрий Долгова тата Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн ӗҫӗсен управляющине Татьяна Крюковӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе наградӑларӗҫ. «Искра» колхоз водителӗ Сергей Мартынов вара РФ Ял хуҫалӑх министерствин Тав ҫырӑвне илме тивӗҫ пулчӗ. Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине округри ҫичӗ ҫынна парса хисеп турӗҫ: «Асаново» ЯХПК тракторисчӗсене Андрей Беловпа Николай Маргиданова, ҫав хуҫалӑхри ГСМ склачӗн заведующине Анатолий Селлина, «Комсомольские овощи» агрофирмӑн тӗп бухгалтерне Наталия Грачевӑна, «Слава картофелю» агрофирма водительне Сергей Оболонкина, «Урожай» колхоз водительне Иван Шакмакова, «ТАВ» ООО цех начальникне Николай Хораськина.
Ҫамрӑк ӑрӑва тарӑн пӗлӳпе тивӗҫлӗ воспитани парассишӗн вӑй хуракан учительсем те пысӑк чыс-хисепе тивӗҫрӗҫ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи акӑлчан чӗлхипе вӗрентекен Александр Николаева, Чӗчкен тӗп шкулӗн директор ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Гульназ Гайнулловӑна тата Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классен учительне Гульназ Ямалетдиновӑна ЧР Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотипе, Шурут, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗсенчи кӗҫӗн классен вӗрентекенӗсене Венера Васильевӑпа Светлана Мунтайкинана, «Радуга» ача сачӗн воспитательне Ольга Григорьевӑна министерствӑн Тав ҫырӑвӗпе наградӑларӗҫ.
Чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата агропромышленность комплексне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Урожай» колхозӑн бригадирне Александр Пыркина Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министрӗн Тав ҫырӑвне пачӗҫ.
ЧР Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе Зуфар Амерхановпа Евгений Ефремова ҫак сферӑра чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑшӑн чысларӗҫ. Петр Порядков, Василий Пундяков, Павел Романов, Зуфар Тимаев тата Геннадий Егоров ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫрӗҫ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотипе Тав ҫырӑвне ҫаксем тивӗҫ пулчӗҫ: уйрӑм предприниматель-волонтер Минфенисе Прохорова, «Изамбаевский» сӗт завочӗн бухгалтерӗ Ануш Испирян, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн истори учителӗ Владимир Воронов, хресченпе фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Ранис Сафиуллин.
Пирӗн тӑрӑхра Александр Капитоновпа Галина Мамуткина ячӗсене пӗлмен ҫын сахал. Вӗсем хӑйсен пахалӑхлӑ ӗҫӗпе, социаллӑ-экономикӑлла пурнӑҫа тӳпе хывнипе, профессионализмпа, ыркӑмӑллӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Уявра вӗсене «Комсомольски округӗн хисеплӗ гражданинӗ» сумлӑ ят парса чысларӗҫ, ҫавна ӗнентерекен свидетельство пачӗҫ тата хӑю ҫакса ячӗҫ.
Комсомольски округ администрацийӗн, ытти ведомствӑсен Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫнӗ ентешсемпе хаҫатӑн малашнехи номерӗсенче паллаштарӑпӑр.
Культура ӗҫченӗсем халӑха савӑк юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, уява илем кӳчӗҫ, пуянлатрӗҫ, пуҫтарӑннисен кӑмӑл-туйӑма ҫӗклерӗҫ.
Акатуйра Комсомольски муниципаллӑ округӗн территори уйрӑмӗсен ӗҫченӗсем уяв хӑнисене хӑйсем хатӗрленӗ кил-картишӗсенче тарават кӗтсе илчӗҫ. Кашни картишнех расна илемлетнӗ, ҫакӑн валли пӗр-пӗр тема суйласа илнӗ. Тукайсем, акӑ, техӗмлӗ курӑксен чейӗпе, Асанкассисем кӑпӑклӑ сӑрапа, Комсомольскисем ӑшаланӑ, типӗтнӗ ҫырма пуллипе, пулӑ шӳрпипе, Кайнлӑксем кӑмакара пӗҫернӗ капӑртма-пашалупа кӑмӑлтан хӑналарӗҫ. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакан маттур хӗрарӑмсем чӑвашсен юратнӑ апачӗ-пе — салма яшкипе, Чӗчкенсем сӗтеклӗ какай шӳрпипе сӑйларӗҫ. Шурутсем кил-картине мунча темипе хатӗрленнӗ. Вӗсем мунчара ҫапӑнса ҫан-ҫурӑма кантарма хурӑн, юман милӗкӗсем, курӑсран мунчала та туса килнӗ. Урмаелсен картишӗнче пылак чак-чакпа, тутлӑ кукӑльсемпе киленме май пулчӗ. Аслӑ Ҫӗрпӳелсем, Элпуҫсем, Хырхӗррисем алӑ ӑстисем пулнине ҫирӗплетсе пачӗҫ. Вӗсен маттур арӑмӗсемпе чипер пикисем кӗнчелепе ҫӑм арлама, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеме, пански йӗппипе ӑшӑ чӑлха-алсиш, ҫекӗлпе сӗтел-пукан, урай сармисем ҫыхма пит ӑста иккен. Пур ҫӗрте те уяв хӑнисене юрӑ-ташӑпа хапӑл турӗҫ.
Пӗтӗмлетсе каласан, территори уйрӑмӗсем чӑваш ялӗ ӗлӗк тата паянхи кун мӗнле пурӑннине аван кӑтартса пама пултарчӗҫ.
Акатуйра «Алӗҫ ӑстисен хули» те ӗҫлерӗ. Унта хутшӑнакансемпе, вӗсен ӗҫӗсемпе паллашни Каҫал ҫӗрӗ ҫинче пурӑнакансем чӑннипех ӗҫчен, пултаруллӑ пулнине кӑтартрӗ. Пирӗн халӑх пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме авалтанах хӑнӑхнӑ. Ҫыхакансем, тӗрӗ тӗрлекенсем, йывӑҫран темтепӗр касса кӑларакансем, тухья-хушпу тӑвакансем, илемлӗ карҫинкка явакансем, супӑнь хатӗрлекенсем, чечек ӑсталакансем… — мӗн тӗрлӗ ӗҫпе кӑна аппаланмаҫҫӗ иккен пирӗн ентешсем. Мода куллен улшӑнса пынӑ евӗр, алӗҫ тӑвакансем те ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗҫе хӑнӑхаҫҫӗ. Хӑйсем ҫак ӗҫсене алла илнипе кӑна мар, ачисене, мӑнукӗсене те явӑҫтараҫҫӗ. Шкулсенче те алӗҫ кружокӗсенче ачасем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, вӗсене пӗчӗкренех тӗрлӗ ӗҫ тума вӗрентсе ӳстереҫҫӗ. Чӑваш тӗррипе илемлетнӗ сӑмса тутрисем, салфеткӑсем, шӑрҫасемпе тенкӗсенчен ӑсталанӑ тухья-хушпу, масмаксем куҫа илӗртеҫҫӗ. Ку енӗпе аслисемпе пӗрлех ҫамрӑксем те ӗҫлени чуна ӑшӑтать. Тукай ялӗнче пурӑнакан Алина Афанасьевӑпа хӗрне Марийӑна, Юнтапа пикине, И.Н.Ульянов ячӗллӗ университетра пӗлӳ илекен Ольга Еремеевӑна, Шурут вӑтам шкулӗнчи Людмила Шорниковӑпа вӑл ертсе пыракан тӗрӗ кружокне ҫӳрекенсене, Тӑманлӑ Выҫлири Валентина Самаркинана уйрӑмах палӑртса хӑварас килет. Асанне-кукамайсен, аннесен йӑли-йӗрки ламран-лама куҫса пыни савӑнтарать. Кунашкал пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ ҫынсем пулсан чӑваш халӑхӗн ӑсталӑхӗ иксӗлмессе шанма май пур.
Чӗнтӗр йӗппипе тата мӗн кӑна ҫыхмаҫҫӗ пуль — плюш ҫипрен ҫемҫе теттесем, шаль тутӑрсем, мунчаласем, илемлӗ чӗнтӗрсем… Шпагат ҫиппинчен пукане, ытти япала тӑвакансем те пӗр ҫын кӑна мар. Паллах, нумай меслете интернетран пӑхса вӗренеҫҫӗ. Уява килнӗ пысӑк хӑнасем, округра пурӑнакансем ӑстасен ӗҫӗсемпе пӗр интересленсе те пӗр тӗлӗнсе паллашрӗҫ, пысӑк хак пачӗҫ, илемлӗ, пахалӑхлӑ япаласене туянакансем те пулчӗҫ.
Каҫал тӑрӑхӗ ӗҫре пултаруллӑ, юрӑ-ташӑра ӑста пулнипе пӗрлех вӑй-хал енчен ҫирӗп ҫынсемпе те пуян. Акатуйра вӗсем хӑйсене спортӑн тӗрлӗ енлӗ тупӑшӑвӗсенче тӗрӗслесе пӑхма пултарчӗҫ.
Мини-футбол уйӗнче ӑсталӑхпа палӑрса «Урмай-2» команда пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. «Урмай» команда виҫҫӗмӗш пулчӗ. Пляж волейболӗ енӗпе арҫынсем хушшинче Тукай территори уйрӑмӗн команди ҫӗнтерчӗ. «Чурачики» тата Шурут территори уйрӑмӗн командисем иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ. Хӗрсем хушшинче «Кӗтне» ФСКан икӗ команди мала тухрӗ.
Кире пуканне Владимир Калашников чи нумай ҫӗклерӗ. Андрей Гордеев иккӗмӗш, Андрей Кураков виҫҫӗмӗш вырӑнсене юлчӗҫ. Хӗрсем хушшинче ку енӗпе Ольга Еремеева палӑрчӗ.
Мас-рестлинг спортӗнче малти виҫӗ вырӑна 80 килограмм таранчченхи виҫере Станислав Зайцев, Антон Павлов, Егор Шумилкин, 80 килограмран ытларах виҫере Павел Шуряшкин, Андрей Кураков, Денис Шуряшкин, хӗрарӑмсем хушшинче Мария Сорокина, Софья Терентьева ҫӗнсе илчӗҫ.
Алӑ вӑйне виҫекенсем (армспорт) те чылайӑн пулчӗҫ. 75 килограмран каярах виҫеллисем хушшинчи тупӑшура Рияз Хамбиков чи мала тухрӗ. Данияр Юнусовпа Аяз Айнетдинов ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ. 75 килограмран ытларах виҫере Руслан Михеев пӗрремӗш, Андрей Кураков, Павел Шуряшкин иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.
Михӗпе ҫапӑҫакансем хушшинчи тупӑшура чи пултаруллисем Вячеслав Яндров, Егор Шумилкин, Надир Шакуров пулчӗҫ.
Акатуй уявӗн сӑнне кӗртекенни, халӑха йышлӑ пуҫтараканни, паллах, кӗрешӳ. Спортсменсем ирӗклӗ майпа кӗрешсе тата «Кӗрешӳ» наци кӗрешӗвӗнче вӑй виҫрӗҫ. Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем 28, 46, 54, 58, 63, 71, 82, 92 килограмм виҫе категорийӗсенче тупӑшрӗҫ. Чемпион ятне Александр Волков, Евгений Андреев, Денис Яндров, Антон Андреев, Кирилл Емельянов, Дмитрий Герасимов, Александр Яковлев, Евгений Давыдов ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫавӑн пекех кавир ҫинче Станислав Хораськинпа Роман Чернов, Илья Шакмаковпа Артемий Нестеров, Георгий Катмаковпа Андрей Калашников, Денис Яндровпа Рамазан Мансуров, Даниил Маргидановпа Павел Герасимов, Николай Казаковпа Салават Акамалиев, Роман Яснопольскийпе Аяз Зейнетдинов, Андрей Кураков хастар кӗрешрӗҫ, хӑйсен виҫе категорийӗсенче иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ. Ку спорт енӗпе чӑн-чӑн пӑхаттир ята тата такана Евгений Давыдов ҫӗнсе илчӗ.
«Кӗрешӳ» наци спортӗнче те тытӑҫусем ҫивӗч пулчӗҫ. 80 килограмм таранхи виҫере малти виҫӗ вырӑна Александр Яковлев, Аяз Зейнетдинов, Дмитрий Герасимов йышӑнчӗҫ. 80 килограмран ытларах виҫе категорийӗнче Рамил Шакуров пурне те ҫӗнтерсе тӗп парнене, такана, ҫӗнсе илчӗ. Павел Шуряшкинпа Константин Калашников иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ.
Уяв-уяв та, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем «Аслисем — ачасене» акцие хутшӑнма чӗнекен баннер умӗнчен те пӑрӑнса иртмерӗҫ, кьюар-кодпа укҫа куҫарса пачӗҫ.
Ача-пӑча вара вӑхӑта усӑллӑ та хаваслӑ ирттерчӗ. Пӗчӗккисем уйрӑмах пони лашасем ҫине ларса курассишӗн ҫунчӗҫ, пӑравуспа ярӑнакансем те йышлӑ пулчӗҫ, вылямалли ҫӑмӑл машина рулӗ умне ларма та нумайӑшӗ черет йышӑнчӗ. Юмахри пек чаплӑ кӳмеллӗ урапа та пӗртте пушӑ тӑмарӗ. Унсӑр пуҫне интереслӗ аттракционсем ачасемшӗн ҫав тери илӗртӳллӗ пулчӗҫ, темӗн ҫӳллӗш батутсем ҫинче ачасем пӗр шикленмесӗр сикрӗҫ. Ятарласа хатӗрленӗ конкурссемпе ӑмӑртусене те шӑпӑрлансем пӗр хӑрамасӑр хутшӑнчӗҫ, чылайӑшӗ пылак парнесене тивӗҫрӗ. Ачасене пӗр самант та кичем пулмарӗ. Уяври хавас кӑмӑл-туйӑм вӗсенче нумайлӑха упранса юлӗ.
Любовь ШУРЯШКИНА,
Ангелина ИНОХОДЦЕВА.