Иван Андреевич Кабалин

Иван Андреевич Кабалин

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Комсомольски тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ 5 ҫын Совет Союзӗн Геройӗн хисеплӗ ятне тивӗҫнӗ. Кӑҫалхи июнӗн 10-мӗшӗнче вӗсенчен пӗри, Иван Андреевич Кабалин, ҫуралнӑранпа  100 ҫул ҫитет.

И.А.Кабалин  Чӑваш автономи облаҫӗн  Патӑрьел уесӗнчи Александровка ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ. 1940 ҫулта, ялти тулли мар вӑтам шкула вӗренсе пӗтерсен, Канашри вакунсем юсакан заводра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1942 ҫулхи май уйӑхӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. 1942 ҫулхи июльте фронта лекнӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Иван Андреевичӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата 3-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫма тӳр килнӗ.

Ҫартан демобилизаци йӗркипе таврӑнсан И.Кабалин каллех Канашри вакунсем юсакан заводра ӗҫлеме пуҫланӑ. Кайран Черкасск облаҫӗнче инженер должноҫӗнче тӑрӑшнӑ. 1954 ҫулта вӑл Улатӑрти  чукун ҫул транспорчӗн техникумне вӗренсе пӗтернӗ. 1960 ҫулта Тбилисири чукун ҫул транспорчӗн институчӗн дипломне алла илнӗ. 1969 ҫулхи апрель уйӑхӗнчен пуҫласа Канашри вакунсем юсакан заводра диспетчерта вӑй хума пуҫланӑ. 1982 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Иван Кабалин минометчикӑн вӑрҫӑ кунӗсенче Курск пӗккинче те, Харьков хулине илнӗ ҫӗрте те, Барвенково, Лозовая, Синельниково хулисене тата вуншар яла ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте те ҫапӑҫма тивнӗ. Вӗсенче палӑрнӑшӑн  вун тӑхӑр ҫулхи салтак пӗрремӗш наградӑна — Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне — тивӗҫет.

1943  ҫулхи сентябрӗн 26-мӗшӗнче Днепр юханшывӗ урлӑ каҫас енӗпе пынӑ ҫапӑҫусем И.Кабалин биографийӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ. 78-мӗш гварди полкӗн командирӗ Григорьев полковник  гварди сержантне Иван Кабалина Совет Союзӗн Геройӗн ятне пама ыйтса ҫырнинче ҫапла каланӑ: «1943 ҫулхи сентябрӗн 26-мӗшӗнче Днепр шывӗ урлӑ каҫнӑ чухне дивизи чаҫӗсем сылтӑм ҫыранта плацдарм йышӑнса ӑна хӳтӗлеме пуҫланӑ. Тӑшман совет салтакӗсем тӑракан вырӑна каялла туртса илес тесе танксем тата авиаци пулӑшнипе 20 яхӑн хутчен атакӑланӑ. Гвардеецсем виҫӗ талӑк  хаяррӑн ҫапӑҫнӑ, атакӑсене сире-сире янӑ. Ҫав вӑхӑтри ҫапӑҫусенче Кабалин хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартса пӗр ротӑна яхӑн нимӗҫ фашисчӗсене, тӑшманӑн 5 пулемет точкине пӗтернӗ.

СССР Верховнӑй Совет Президиумӗн 1944 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнчи Указӗпе Иван Андреевич Кабалина Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ.

 Мӗн вӑрҫӑ вӗҫленичченех паттӑр салтак ҫапӑҫу хирӗсенче пулнӑ. Ленин, Отечествӑлла вӑрҫӑн 2-мӗш степеньлӗ орденне, нумай медале тивӗҫнӗ. 1978 ҫулта Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн Указӗпе И.А.Кабалина Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Кӗнекине кӗртнӗ.

Мухтавлӑ паттӑра ентешсем  манмаҫҫӗ. Канаш хулинчи пӗр урам тата 11-мӗш номерлӗ вӑтам шкул ун ячӗпе хисепленсе тӑраҫҫӗ. Шкулта Паттӑр партти уҫнӑ. Ҫак хуларах паттӑр пурӑннӑ Комсомольская урамри 54-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Комсомольски ялӗнче асӑну бюсчӗ лартнӑ, пӗр  микрорайона ун ятне панӑ.

Паттӑрсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытмалла. Вӗсем пирӗн пуласлӑхшӑн юн тӑкнӑ.

Анастасия  Ушенина,

Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗн ӗҫченӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *