Понедельник, 24 июня

Виҫӗ хутчен Мускаври парада хутшӑннӑ

Виҫӗ хутчен Мускаври парада хутшӑннӑ

Майӑн 9-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра кашни ҫулах Ҫӗнтерӳ парачӗсем иртеҫҫӗ. Тӗп парада вара Мускаври Хӗрлӗ площаде пуҫтарӑнаҫҫӗ. Унта ҫулсеренех 11 пин ҫар ҫынни хутшӑнать. Парад расчечӗсен йышне лекес тесен питӗ ҫирӗп тӗрӗслев витӗр тухма тивет.

Ҫӗнтерӳ парадне пирӗн ентеш, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн выпускникӗ, РФ МЧС академийӗн 4-мӗш курсӗн курсанчӗ Роман Мамуткин виҫӗ ҫул харӑс хутшӑннӑ. Стройпа утассипе парадра ҫулсеренех пысӑк ӑсталӑх кӑтартнӑшӑн Комсомольски каччине медальпе те наградӑланӑ. Служба тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн, тӑрӑшулӑхшӑн вара Романа РФ МЧС министрӗн Тав ҫырӑвне икӗ хутчен парса чысланӑ.   

«Лаша пуласси — тихаран, ҫын пуласси ачаран паллӑ», тенӗ ваттисем ӗлӗкех. Комсомольски каччи кӗҫӗн ҫулсенчех спортпа туслашнӑ, ҫӑмӑл атлетикӑпа, волейболпа, баскетболпа, армрестлингпа, пневматикӑлла винтовкӑран перессипе ӑмӑртусене хутшӑнса пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗ, призер пулнӑ. Ытти арҫын ачасем пекех, ҫар ҫынни пулма   пӗчӗкренех ӗмӗтленнӗ.

Амӑшӗ, Любовь Владимировна, каланӑ тӑрӑх, 8-мӗш класра вӗреннӗ чухне Романӑн ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем ҫинчен ҫырнӑ сочиненийӗ республикӑри конкурсра 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Унта вӑл мӑнкукашшӗн, Аслӑ  Отечествӑлла вӑрҫӑ участникӗн Николай Иванович Боровковӑн, вилтӑприйӗ умӗнче панӑ тупа пирки ҫырнӑ. «Офицеры» фильмри командир «Есть такая профессия — Родину защищать!» тесе каланине эпӗ лайӑх астӑватӑп. Ку вӑл Тӑван ҫӗршыва юратнине ҫеҫ мар, кирлех пулсан ӑна алла хӗҫ-пӑшал тытса хӳтӗлемеллине те пӗлтерет. Пирӗн ҫӗр пурне те пултарать — ҫӑкӑр ӳстерме, ҫӑлкуҫ шывӗпе сӑйлама, хӑйӗн илемӗпе тӗлӗнтерме. Анчах хӑйне хӑй хӳтӗлеймест. Мӑнкукаҫи, эсӗ хаяр та хӑрушӑ вӑрҫӑра пирӗн ҫутӑ пуласлӑхшӑн кӗрешнӗ. Ӗнен мана, сан пекех, эпӗ те ҫӗршывӑн шанчӑклӑ   хӳтӗлевҫи пулӑп», — ку йӗркесене унӑн сочиненийӗнчен илнӗ.

Хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлас тата мӑнкукашшӗне панӑ сӑмаха тытас тӗллев Роман Мамуткина Раҫҫей Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Д.И.Михайлик ячӗллӗ гражданла хӳтӗлев академине илсе ҫитернӗ. Тӑватӑ ҫул сисӗнмесӗрех хыҫа юлнӑ, пултаруллӑ курсантӑн кӗҫех диплом ӗҫне хӳтӗлемелле пулать. Роман Андреевича умри тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухма, интереслӗ ӗҫе вырнаҫма, хӑйӗн пысӑк ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме сунас килет.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *