Округра шывпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем тухса тӑнӑ тӗслӗхсем пулкалаҫҫӗ-ха. Ҫакӑ пӑрӑхсен 80 проценчӗ таранах кивелсе ҫитнипе те ҫыхӑннӑ. Шыв ыйтӑвӗпе ӗҫлекен яваплӑ организацисем авариллӗ лару-тӑру сиксе тухсан ӑна ҫийӗнчех пӗтерес енӗпе ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. Хальхинче те, 5-мӗш номерлӗ башньӑра насус юрӑхсӑра тухсан, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ӑна улӑштарас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑннӑ. «Мой дом» ООО ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫӗнӗ насус туянса ӑна вырнаҫтарса лартнӑ.